Вăрнар районĕ: пĕрлĕхре – вăй

Тăван тавралăха тирпей-илем кĕртессишĕн пурин те пĕрле кар тăрса тăрăшмалла. Акă Çĕньял Хапăсри «Çĕнтерĕве 40 çул» урамра пурăнакансем канмалли кунра пĕр шухăшлăн пулса çумри пĕвене тасатма тухрĕç.

Çил-тăвăл хуçса шыва ÿкернĕ пысăк туратсене, çыран хĕрринчи ватă йывăçсене татса тирпейлерĕç. Вĕсене тиесе тухма «Санары» агрофирма ертÿçи Роберт Петров трактор уйăрса пачĕ. Роберт Игнатьевич пуçаруллă çынсене яланах пулăшма хатĕр. Ку тăрăхра пурăнакансем ăна депутатсен районти Канашĕн депутатне суйланă.

Ватти-вĕтти шыври, çыран хĕрринчи çÿп-çапа тасатрĕç, трактор çине тиерĕç. Пĕве хĕрринче кунĕпех ĕç вĕрерĕ. Урамра пурăнакансем Роберт Петров депутата пулăшушăн чĕререн тав тăваççĕ.

А.ПЛАТОНОВА



29 июля 2013
10:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter