Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта комплекспа çĕкленекен объектсене çитсе килнĕ

Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта комплекслă çĕкленекен объектсенче, нумай хваттерлĕ çуртсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. «Университетский-2» пĕчĕк районта комплексăн пĕрремĕш пайне хута янă, вăл тватă нумай хваттерлă çуртран тăрать. Ĕçе пĕтĕмĕшле вĕçленĕ тесе калама пулать. Çуртăн юлашки тапхăрне çак çулăн IV квартăлĕнче вĕçлеме палăртса хунă. Çуртри 10 хваттерне тĕрлĕ социаллă программăсемпе илекенсене тивĕçтерме палăртнă (тăлăх ачасене тата нумай ачаллă çемьесене). Пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантарассин Федераци фондчĕ пулăшнипе 6 гектар çĕр çинче 80 пин кв.метр ытла çурт-йĕр çавăрнă. Атăлçи федераци округĕнче РЖС Фондчĕн çĕрĕсем çинче 160 пин кв. метр çурт-йĕр çавăрнă, вĕсенчен çурри ытла Чăваш Республикине лекет. «Университетский -2» пĕчĕк районта комплексăн иккĕмĕш тапхăрне çĕклесе хута яма тытăннă. Кунтах нумай хваттерлĕ икĕ çурта хăпартассипе тимлеççĕ, вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем пĕчĕк бюджетлă хваттерсем пулĕç, сутасса та вĕсене Раççей Минрегионĕ çирĕплетнĕ хаксемпе парĕç. Паянхи кун Чăваш Еншĕн 1 кв.метр - 28,5 пин тенкĕпе танлашĕ. Микрорайонта палăртнă проектпа килĕшӳлĕн 240 ача вырнаçтарма - ача пахчи тата 1300 шкул ачине çӳремеллĕх спорт комлексне бассейнпа тата пăр катокĕ тума палăртнă. Микрорайонта çуртсене хăпартакан «Тус» ЗАОăн генеральнăй директорĕ Николай Угаслов Михаил Игнатьева Шупашкар кунĕ тĕлне пайăр ача сачĕ хута яма палăртни çинчен хыпара пĕлтернĕ. Çак кунах республика Пуçлăхĕ «Богданка» пĕчĕк района та çитсе килнĕ. Кунта 2013-2015 çулсенче республикăра пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен лайăх çуртсене куçарас тĕллевлĕ программăпа килĕшӳллĕн 85 çурта ишсе салатма палăртнă. Вĕсенче пурăнакансем хăтлă çуртсене куçĕç. «Тинех çынсен кĕтнĕ ĕмĕчĕсем пурнăçланĕç», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. «Садовый» микрорайонтан пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçакансене валли 90 хваттер уйăрнă, пĕтĕмĕшле 270 хваттере тĕрлĕ социаллă программăсемпе парĕç. Çуртсене хăпартакансем 2014 çултан пуçласа кашни çул 10 пин кв.метр пĕчĕк бюджетлă хваттерсем çĕклесе лартма палăртнă. Кунтах 240 ачана вырнаçтармаллăх ача сачĕ, унсăр пуçне 1000 шкул ачине çӳремеллĕх пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул çĕклеме те пăхса хăварнă. Çитес вăхăтрах Фучик, Б.Хмельницкий тата Айги проспектне çыхăнтаракан çулсене реконструкци ĕçĕсем тума килĕшнĕ. Çĕнĕ Шупашкарти «СУОР» ООО ДСК та Михаил Игнатьев çак кунах çитсе килнĕ. Кунта Пуçлăх ача сачĕ, шкул, суту-илӳ центрĕ, паркингсем тата ытти çуртсене хăпартса çĕклесе лартма илсе килнĕ строительство хатĕрĕсемпе паллашнă. Предприяти çулталăкне 400 пин кв. метр çурт-йĕр çавăрать. «СУОР» ООО ДСК тĕп ĕçĕ ытларах Чăваш Енре, Тутар, Ульяновск, Чулхула, Свердловск тата Мускав облаçĕсенече пурăнакансене тивĕçтерет. Юлашкинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çĕнĕ хула» пурăнмалли района çитсе килнĕ. 2013 çулта кунта çĕнĕ 600 хваттер хута яма палăртнă, вĕсенчен 50 хваттерĕ - Шупашкарта пурăнакансене тĕрлĕ социаллă программăпа куçĕ. Михаил Игнатьев строительсене пысăк хăвăртлăхпа ĕçленине палăртса хăварнă. Çула май, Строительство министерствине кунта пурăнакансем ыйтнипе çул-йĕрпе çыхăннă ыйтусене те вăхăтрах татса пама хушнă. Тĕплĕнрех



29 июля 2013
10:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter