Элĕк районĕ: çурт-йĕрпе тивĕçтереççĕ

РФ Президенчĕн «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен» Указне пурнăçа кĕртессипе пирĕн районта та ĕçе лайăх йĕркеленĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсене, вăрçăра пуç хунисемпе вĕсен çемйисене çурт-йĕре çĕнетме пулăшаççĕ.

Асăннă Указ пурнăçа кĕме пуçланăранпа 186 ветеран çурт тума е илме тепĕр хут паракан пособи свидетельствине илнĕ. 2013 çулти ултă уйăхра ку çăмăллăхпа 24 çын усă курнă.

184 ветеран хваттер туяннă. 24-шĕ пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен пĕр хут çеç паракан пособи виçи 1028,5 пин тенкĕпе танлашать.



29 июля 2013
16:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter