Пĕрремĕшсем 165-ĕн пулĕç

Кăçал районти 13 вĕренÿ учрежденийĕнче пĕрремĕш хут парта хушшине 165 ача ларать. 2013-2014 вĕренÿ çулĕнче 1973 ача ăс пухĕ, вĕсенчен 1-4 классенче – 682 шăпăрлан.

Шкул ачисем хăтлă классенче вĕренччĕр тесе сахал мар юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Пĕрремĕш класа каякансем çĕнĕ стандартпа килĕшÿллĕн вĕренĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче кĕнекесене 878 пинлĕх илме планланă. Мăн Ямаш, Тавăт, Питĕшкасси, Тени шкулĕсене çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Юлашки çулсенче кĕçĕн классене вĕрентекенсем валли вĕренÿ министерстви моноблок, акустика тытăмĕ, проектор, стена çине çакмалли экран туянса панă. (Элĕк районĕ)



29 июля 2013
16:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter