Элĕк районĕнче – 100-мĕш пепке

Ача çурални кашни çемьешĕн питех те савăнăçлă пулăм, ку вăл – кил-йыш историйĕнче уçăлакан çĕнĕ страница. Çак кун çырава татах та телей хушăнса пыни мĕнле ан савăнтартăр-ха ĕнтĕ: пирвайхи йăл кулă, ача кăшкăрса-макăрса яни, пĕрремĕш хут ярса пусса малалла утăмсем туни...

Райадминистрацин ЗАГС пайĕ анчахрах кăçал çуралнă 100-мĕш ачана шута илчĕ. Анна ятлă хĕрача Çĕнушкăнь ялĕнчи Никитинсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Вăл – вĕсен иккĕмĕш ачи. Йăлана кĕнĕ йĕркепе ашшĕпе амăшне ăшшăн саламласа ача çурални çинчен калакан свидетельство, асăнмалăх открытка пачĕç, ăнăçу сунчĕç. Сывă та телейлĕ ÿс эсĕ, Анна.



29 июля 2013
16:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter