Ял ĕçченĕсене – уйăхсеренхи тÿлев

Çăмăллăхпа усă курасси хальхи вăхăтра ырă йăла пулса тăчĕ. Çавă ял ĕçченĕсене те пырса тивет.

Чăваш Республикин «Граждансен уйрăм категорийĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕшĕн тÿлессипе социаллă хÿтлĕх памалли мерăсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕ ял ĕçченĕсене уйăхсерен укçа тÿлесе пырать.

Кăçалхи 6 уйăхра ялти 690 специалиста 5044 пин тенкĕ куçарса панă. Çак шутран 247 медицина ĕçченне, 325 педагога, культурăра тăрăшакан 77 çынна, ветеринари службинчи 38 ĕçчене тата социаллă сферăри 8 çынна.(Элĕк районĕ)



29 июля 2013
16:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter