Çĕнĕ стадионсем пулĕç

Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей спорт министрĕпе Виталий Муткопа курнăçнă. Ĕçлĕ тĕл пулура республикăри спорт резервне хатĕрлемелли тытăма лайăхлатассипе, 2015 çулта Шупашкарта Европăн çăмăл атлетика командисен чемпионатне /суперлига/ ирттерессипе, çавăн пекех спорт обuекчĕсем тăвассипе, пуррисене реконструкцилессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.

Виталий Мутко 2013 çулта хоккеистсен 4-мĕш СДЮСШОРне реконструкцилеме тата лаша спорчĕн комплексĕ валли федераци бюджетĕнчен 35,5 млн тенкĕ уйăрнине çирĕплетнĕ. Европа чемпионатне ирттерме хатĕр­леннĕ май «Олимпийский» стадиона реконструкцилеме тата 60 млн тенкĕ уйăраççĕ.

Федераци бюджечĕн параметрĕсене çирĕплетнĕ хыççăн Шупашкарти Пăр кермен строительстви валли те хушма укçа пулĕ. Çавăн пекех 2014-2015 çулсенче Чăваш Ен территорийĕнче шкулсен çĕнĕ 10 стадионне тумалли проекта пĕрле пурнăçласси пирки калаçса татăлнă. Федерацин çак ĕç валли уйăракан укçин виçине проектпа смета документацине хатĕрленĕ хыççăн çирĕплетĕç.

Тĕл пулура палăртнă тăрăх - юлашки çулсенче республикăра 50 яхăн спорт объекчĕ тунă е реконструкциленĕ, çак тĕллевпе 3,7 млрд тенке яхăн тăкакланă. Пĕтĕмпе Чăваш Енре 3830 спорт сооруженийĕ ĕçлет. Спорт резервне 56 спорт шкулĕнче хатĕрлеççĕ.

Тунă мĕн пур физкультурăпа спорт комплексне ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен балансне панă. Çакă управлени валли каякан тăкаксене чакарса тренерсен шутне пысăклатма май панă. 2012 çулта физкультурăпа спорт ĕçне йĕркеленин Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсĕн кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен иккĕмĕш вырăн йышăннă /2008 çулта - виççĕмĕш вырăн/.

Юлашки вăхăтра республикăра спорт учрежденийĕсен шалăвне пысăклатас енĕпе курăмлă ĕç тунă. Çак тĕллевпе Чăваш Ен бюджетĕнчен кăçал 110 млн тенке яхăн уйăраççĕ. 2013 çулта пĕлтĕрхипе танлаштарсан ĕç укçи 62: пысăкланать. Çакна палăртмаллаS тренер шалăвĕн чи пысăк виçине 60 пин тенкĕрен те пысăкрах шайра чикĕленĕ. Çак указ физкультурăпа спортăн 1,2 пин ытла специалистне пырса тивет. Физкультурăпа спорт сферинчи педагогика ĕçченĕсен вăтам шалăвĕ пĕлтĕрхинчен 52,2% ÿснĕ, 17480 тенкĕпе танлашать(/республикăри вăтам ĕç укçипе шайлаштарсан 96 пулать).

Спортсменсемпе тренерсене тĕнче шайĕнчи ăмăртусенчи çитĕнÿсемшĕн тÿ­лекен премисене икĕ-виçĕ хут ÿстернĕ. Халĕ республикăн 147 спортсменне Раççейĕн спортăн 25 тĕсĕпе йĕркеленĕ пĕрлештернĕ командисен йышне кĕртнĕ. Çăмăл атлетика енĕпе çурла уйăхĕнче Мускавра иртекен тĕнче чемпионатне Чăваш Енĕн 6-7 спорт­­сменĕ хутшăнасси паллă.

Михаил Игнатьев çавăн пекех Виталий Муткона федерацин тата территорисен ĕç тăвакан влаçăн физкультурăпа спорт сферинчи органĕсене туса хунăранпа 90 çул çитнĕ ятпа саламланă, Шупашкарти «АККОНД» кондитер фабрикин ĕçченĕсем шăккалатран хатĕр­­ленĕ футбол мечĕкĕ парнеленĕ.

 

Юн кун вара Михаил Игнатьев Мускавра тĕнчипе паллă «Самбо 70» вĕренÿ центрне çитсе курнă, унăн директорĕпе Ренат Лайшевпа калаçнă.

Республика Пуçлăхĕ Мускавăн тĕрлĕ шкулта вĕренекен 19 пин ачапа çамрăка пĕрлештерекен центр ĕçне йĕркеленипе паллашнă. Михаил Игнатьев «Самбо 70» шкул тĕнче шайĕнчи спортсменсене хатĕрлес, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тата çамрăксене патриот воспитанийĕ парас ĕçе пысăк тÿпе хывнине палăртнă. (Н.Яковлева)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
29 июля 2013
15:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter