Çурт-йĕр лартма - социаллă пулăшу

Элěк район администрацийěнче ялта пурăнма çурт-йěр лартмашкăн кăмăл тунисене савăнăçлă лару-тăрура социаллă тÿлев свидетельствисене пачěç. Райадминистраци пуçлăхě А. Куликов çак хаклă хута «Агромир» тулли маар яваплă общество трактористне Владислав Митрофанова тата Элěкри 1-мěш номерлě ача-пăча садěнчи кěçěн воспитателе Елена Семеновăна тыттарчě. Иккěшě те вěсем федерацин «Яла 2013 çулччен социаллă аталану кÿмелли» тěллевлě программипе иртнě мероприятисене хутшăннă.

Свидетельствăсене панă май Александр Николаевич çакăн пек социаллă тÿлевсем ялта ěçлесе пурăнакан çемьесемшěн пысăк пулăшу пулса тăнине палăртрě.

Кăçалхи çул федерацин тěллевлě программипе 2 граждана свидетельствăсем панă. Пěтěмěшле хакě – 1044,9 пин тенкě.



03 июля 2013
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter