Элĕк районĕ: сиплевçĕсен ĕçĕпе кăмăллă

Сывлăхран хакли урăх нимĕн те çук. Юнтапари пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн медицина сестри И.Павлова шутланă тăрăх, хальхи вăхăтра ватă çынсенчен ытларахăшĕ чĕре чирĕсемпе аптраççĕ. Çанталăк пĕрмаях улшăнса тăни, йывăр ĕçсем – чирсен сăлтавĕсем. Офиса ял çыннисем пирвайхи медицина пулăшăвĕ, канашсем илме, эмелсем туянма час-часах пыраççĕ. Вĕсене М.Лисенков врач, И.Павловапа А.Афанасьева медсестрасем яланах хапăл, эмелпе те тивĕçтереççĕ, сĕнÿ-канашпа та пулăшаççĕ. З.СТЕПАНОВА.



03 июля 2013
10:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter