Элěк районě: шкулсенче – юсав ěçěсем

Пěтěмěшле пěлěве çěнетмелли мерăсене пурнăçласа кăçал Элěк районěнчи икě шкулта юсав ěçěсене ирттерме пăхнă. Акă, Карачура шкулěнчи унчченхи чÿрече блокěсене пластиксемпе улăштарнă, çак ěçсем валли 365,59 пин тенкě тăкакланă. Çу кунěсенче тата тепěр 16 чÿрече рамисене çěнетмелле.

Тени шкулěнче çурт тăррине юсаççě. Пěтěм ěçсене 2530 пин тенкěлěх пурнăçламалла, çав шутран 632 пинě – вырăнти бюджетран. Вентиляции шăтăкěсене юсаса пěтернě те ěнтě, хальхи вăхăтра çурт тăррин каркасěсене вырнаçтараççě.

Питěшкасси шкулěнчи спорт залне юсама 2398,8 пин тенкě уйăрнă, 479,8 пин тенки – вырăнти бюджетран. Паянхи кун шкулта кирпěч юпасем вырнаçтараççě, ытти ěçсене пурнăçлаççě.

Канупа сывлăх лагерěсем хăйсен вăхăтне ěçлесе татнă хыççăн Питěшкасси, Тавăт, Чăваш Сурăм шкулěсенче столовăйсене юсама пуçăнаççě.



03 июля 2013
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter