Лайăххисен йышне кěнě

Шупашкарта экономика форумě ěçленě май «СНГ çěр-шывěсенче сысна ашне туса илес ěçри хальхи çивěч ыйтусемпе технологи çěнěлěхěсем» наукăпа практика конференцийě иртнě.

Форумра «Агро-Инноваци» хысна унитари предприятийě республикăри чи лайăх хуçалăхсен «Агро-100» клубăн презентацине ирттернě. 2012 çулхи ěç кăтартăвěсем тăрăх, республикăри агропромышленность комплексěнчи чи лайăх 100 предприятие палăртнă. Вěсен йышěнче Элěк районěнчи «Новый путь» хуçалăхпа «Агрофирма «Рабия» общество та пур. Рейтингра чи лайăххисен шутне кěни икě хуçалăх та пěлтěр ăнăçлă ěçленине пěлтерет. (Элěк районě)

 



03 июля 2013
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter