Михаил Игнатьев: «Хальхи çамрăк ăру Андриян Николаевăн тĕслĕхĕпе çитĕнсе ӳсет»

 Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шуршăлти Космонавтика музейĕн мемориал комплексĕнче СССР летчик космонавтне, авиаци генерал-майорне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинне Андриян Григорьевич Николаева асăнса ирттернĕ митинга хутшăннă.  Ас тăвăм мероприятине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева, Сĕнтĕрвăрри районĕн ертӳçи, Шуршăл ялĕн çыннисем пухăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Енĕн сумлă ывăлĕ-Андриян Григорьевич Николаев чăваш халăх ятне  пĕтĕм тĕнчипех сарнине, паянхи çамрăк ăрăва аслă çыннăмăрăм ырă тĕслĕхĕпе çитĕнтернине асăннă. «Вăл яланх мăнаçлăн, тĕллевлĕн ĕçлесе пырса, палăртнă тĕллев патне çитме пултарнă. Мухтавлă ентешĕмĕрĕн манăçми паттăрлăхĕ çунат хушать, тăван кĕтесе юратма, малашлăха талпăнма хистет. Космос историйĕнче Андриян Николаевăн ятне яланах ылтăн сăрăпа çырса хăварнă», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Митинг иртнĕ хыççăн пухăннисем палăк умне чĕрĕ чечек çыххисем хунă. Иерей Георгий – Андриянпа Наталие асаплантаракансен светтуй чиркĕвĕн настоятелĕ ятарлă кĕлĕ ирттернĕ. Официаллă хăнасем Андриян Николаев ачалăхне ирттернĕ  музей-çуртне кĕрсе тухнă. Çак паллă куна асăнса А.Г.Николаев СССР летчик-космонавтăн Мемориаллă комплексĕнче уçă алăксен кунĕ иртнĕ. Çĕр-шыври тĕрлĕ регионсенчи чăваш диаспорин представителĕсенчен, кану лагерĕсенчен ачасем хăйсен пултарулăхĕсемпе паллаштарнă. «Хаклă А.Г.Николаев – шкултан çăлтăрсем патне» ӳкерчĕксен конкурсне ирттернĕ. Çак кунах Михаил Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ял хутлăхĕн «Шуршăл ялĕнчи информаципе культура центрĕ» муниципаллă бюджет культура учрежденийне, Шуршăлти А.Г.Николаев ячĕллĕ муниципаллă пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкула та çитсе килнĕ. Çуртсене иккĕшне те нумаях пулмасть юсаса çĕнетнĕ. Шкул столовăйĕнче ачасене апатлантарма пĕтĕмпех çĕнĕ хатĕр. Культура çуртĕнче усă куракан япаласене пĕтĕмпех çĕнĕрен ылмаштарнă. Юлашки çулсенче Мемориаллă комплекса çеç мар, А.Г.Николаевăн тăван тăрăхĕнче вырнаçнă культура, вĕренӳ, социаллă тытăмĕнчи объектсене çĕнетсе улăштарма республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕпе пулăшса пыраççĕ. Тĕплĕнрех



03 июля 2013
14:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter