Тăвай районĕ: пĕчĕк тĕпчевçĕсем

Çу кунĕсем – ачасемшĕн чи хаваслă, интереслĕ вăхăт. Çак тапхăрта асра юлмалли, пĕлÿ шайне ÿстермелли нумай мероприяти ирттерме пулать.

Çак кунсенче Тăвайри 2-мĕш номерлĕ садикре “Юмах” ушкăна çÿрекен ачасем Надежда Егоровна Иванова воспитатель пулăшнипе “Çĕр ăшĕнчи ăмансен пурнăçĕ” ятлă тĕпчев турĕç. Пĕчĕк шăпăрлансем çумăр вăхăтĕнче ăмансем мĕншĕн çĕр çине тухнипе, çĕре вĕсем мĕнле пахалатнипе, усă кÿнипе тĕплĕн паллашрĕç. Çакăн пек тĕпчевсем ачасен тавра курăмне, тимлĕхне, ăс-хакăлне ÿстереççĕ.



30 июля 2013
15:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter