Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналă хуçалăх тытăмĕнче ишĕлекен çурт-йĕр ыйтăвӗ чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри

Паян, утă уйхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Атăлçи федераци округӗнчи патшалăх влаçĕн органĕсем кивӗ тата ишӗлекен çуртсенчен çынсене куҫармалли программӑсене пурнӑҫлас енӗпе тӑвакан ӗҫӗ-хӗл ҫинчен» ыйтупа Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллĕ представительстви çумĕнчи ĕç ушкăнĕн Канашӗн ларӑвне ирттернĕ. Ĕç ушкӑнӗн членĕсем Раççей Президенчĕн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллĕ представительстви çумĕнчи ятарлă Канашăн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе пурте килĕшнĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ  Владимир Владимирович Путин пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналă хуçалăх тытăмĕнче ишĕлекен çурт-йĕр ыйтăвӗ чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулнине палăртнине асăнса хӑварнă. Республика Пуçлăхĕ 2013 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлас енӗпе йышӑннӑ федераци саккуне кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем вăя кĕнине пӗлтернӗ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округӗнчи полномочиллĕ представительстви çумĕнчи Канаш ларăвне  Шупашкарта авăн уйăхĕн виççĕмĕш вунӑ кунлӑхӗнче йĕркелесе ирттерме палăртнă. Ыйтăва хатĕрленӗ чухне ĕç ушкӑнӗн Председателĕ пулма Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил  Игнатьева шаннă.

 



30 июля 2013
17:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter