Шалу тивĕçлĕ пултăр

Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Унта сÿтсе явнă тĕп ыйту - РФ Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «Патшалăхăн социаллă политикине пурнăçламалли мероприятисем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн бюджет тытăмĕн организацийĕсенче вăй хуракансен ĕç укçи енĕпе тĕллевлĕ индикаторсене пурнăçлани.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх - уйăхсеренхи мониторинг кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн 2013 çулхи пĕрремĕш çур çулта пирĕн хутлăхри вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсен педагогĕсен вăтам шалăвĕ - 21839,4 /иртнĕ çулхипе танлаштарсан 39,5% ÿснĕ/, шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденийĕсенчи педагогсен - 16809,8 /63,5%/, хушма пĕлÿ паракан заведенисенче вĕрентекенсен - 16510,5 /57,4%/, профессин аслă пĕлĕвĕн учрежденийĕсен преподавателĕсен - 20687,2 /35,5%/, профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕн учрежденийĕсен преподавателĕсемпе производство мастерĕсен - 19151,4 /31,3%/, ăслăлăх çыннисен -18367 /35,5%/, культурăра тăрăшакансен - 10911 /14,5%/, социаллă ĕçченсен - 8981,6 /51,4%/, врачсемпе медицина учрежденийĕсенче ĕçлекенсен - 27343,0 /16,3%/, вăтам сыпăкри медперсоналăн - 15616,5 /5,7%/, кĕçĕн сыпăкри медперсоналăн 9365,8 /44,5%/ тенкĕпе танлашнă.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулти вăтам ĕç укçи бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен пурин те, ăслăлăх сотрудникĕсеннисĕр пуçне ЧР Экономика министерстви асăннă тапхăр валли туса хатĕрленĕ прогнозсене /18199,2 тенкĕ/ тĕпе хурса палăртнă шайран иртнĕ. Вăтам ĕç укçи шайĕ пысăкрах пулни çынсене отпуска кайнишĕн тÿленипе çыхăннă. Министерствăсен ертÿçисем çирĕплетнĕ тăрăх - çакă планпа палăртнă кăтартусене çулталăк вĕçĕнче витĕм кÿме пултармалла мар.

Тĕллевлĕ индикаторсене шкул умĕнхи учрежденисенче вăй хуракансен шалăвĕсемсĕр пуçне пур енĕпе те пурнăçланине тата çакна валли укçа-тенкĕпе тивĕçтернине палăртрĕ Михаил Ноздряков.

Шкул умĕнхи учрежденисенчи лару-тăру тĕлĕшпе республика Пуçлăхĕ ЧР вĕренÿ министрне тĕплĕнрех ăнлантарса пама ыйтрĕ. Владимир Иванов шухăшĕпе - çакă чи малтанах муниципалитетсен тупăш пайĕ пĕрешкел пулманнипе çыхăннă. Унсăр пуçне вырăнти хăй тытăмлăхăн сачĕсенчи воспитательсем уйăхра вăтамран 14 пин тенкĕ илеççĕ тĕк шкулсен çумĕнче йĕркеленĕ ушкăнсенче пĕчĕккисене воспитани паракансем - 20 пин. Пĕрремĕшĕсене вырăнти хăй тытăмлăх бюджечĕ тытса тăрать, иккĕмĕшĕсене - ЧР Вĕренÿ министерстви.

Михаил Игнатьев çитменлĕхе пĕтермешкĕн бюджетсен хушшинчи хутшăнусен мелĕсене танлаштарма кирлине кăтартса хăварчĕ.

Министр çумĕ Татьяна Богданова ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин сиплевпе хÿтлĕх учрежденийĕсенче тĕллевлĕ индикаторсене пурнăçа кĕртнине, вĕсенче «çул-йĕр карттисене» çирĕплетнине палăртрĕ. Чăн та, вăтам шалу уйрăмлăхĕ пĕр-пĕр учрежденире пысăках мар, анчах 1, 2, 3 шайсенчи сиплев учрежденийĕсенче вăл пĕр пек мар. Сăмахран, республикăн клиника больницинче Чăваш Енри вăтам кăтартуран пысăкрах. Çакă кунти тухтăрсен ăсталăхĕпе тата пулăшу пахалăхĕпе çыхăннă.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председательне Юрий Попова пуçлăхсемпе сотрудниксен шалăвĕн уйрăмлăхĕ кăсăклантарчĕ. Патшалăх канашне çакнашкал содержаниллĕ çăхавсем пыраççĕ-мĕн. Вĕсене ятарласа сÿтсе явма та тивнĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви официаллă хурав паманнине кура пурнăçпа килĕшсе тăман тĕслĕхсене сирме кансĕр.

Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова канашлăва хутшăннисене шалупа çыхăннă пĕтĕмлетÿсемпе паллаштарчĕ. Вăл çакна уйрăммăн палăртрĕ: федерацин территори органĕ коллективсен пуçлăхĕсемпе сотрудрудникĕсен шалăвĕ хушшинчи уйрăмлăхсене ятарласа пĕтĕмлетмест.

ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов асăннă тытăмра вăй хуракансен уйăхри вăтам шалăвĕн ÿсĕмĕ çинче чарăнса тăнă хыççăн республика Пуçлăхĕ муниципалитет шайĕнчи учрежденисене суйласа илсе тĕрĕслев йĕркелеме кирлине асăрхаттарчĕ. «Çăхав çуккипе лăпланмалла мар, вырăна тухса лару-тăрăва уçăмлатмалла», - терĕ вăл.

ЧР спорт министрĕн Сергей Мельниковăн çум доклачĕ те республика Пуçлăхне пур енлĕн тивĕçтерчĕ теме çук. Спорт тытăмĕнче тăрăшакансен шалу виçи пĕрешкел мар: Шупашкар районĕнче ку кăтарту вăтамран 23 пин тенке çитет тĕк, Вăрмар райĕнĕнче - икĕ хут сахалрах. Министр: «Ĕçшĕн тÿлемелли çĕнĕ йĕрке хатĕрлетпĕр, корректировка тăватпăр, - тени те çырлахтармарĕ Михаил Игнатьева. Вăл спорт учрежденийĕсен бухгалтерийĕсене централизацилемеллине, администраципе управлени персоналĕн штатне чакармаллине, техника специалисчĕсен ĕçне оптимизацилемеллине, ачасене воспитани памашкăн тÿрремĕнех хутшăнакансен шалăвне вара ÿстермеллине аса илтерчĕ.

«Шалу тĕлĕшпе çитменлĕхсем пулмалла мар, унсăрăн коллективсенче тавлашуллă самантсем сиксе тухĕç. Субсидицилемелли шутлав методикине çĕнетмелле, танмарлăха пĕтермелле», - палăртрĕ Михаил Игнатьев.

Бюджет тытăмĕн учрежденийĕсенче ĕçлекенсен шалăвĕн черетлĕ ÿсĕмĕ кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Росстат ĕçлекенсен уйрăм категорийĕсен 2013 çулхи пĕрремĕш çур çулти шалăвĕ тĕлĕшпе статистика сăнавĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пичетлесе кăларнă хыççăн, иртмелле.

Валентина СМИРНОВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
30 июля 2013
08:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter