Уйкас-Кипек ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем йĕтем çинче

Уйкас-Кипек  ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем йĕтем çинче ĕçлекен ĕçченсене савăнтарассишĕн тĕрлĕрен чăваш халăх юррисене  пуçтарса юрă-кĕвĕ хатĕрлерĕç. Концерт программисемпе паянхи кун вĕсем ООО «Свет» тата СХКП «Луч» хуçаллăхсенче пулчĕç. Йĕтем çинче ĕçлекенсем культура ĕçченĕсене хапăл туса кĕтсе илчĕç. Кунтах Уйкас-Кипекри  вулавăш ертуçи  Елена Петрова хаçат-журналти çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарчĕ.Коцерт программи вĕçленнĕ май йĕтем çинче ĕçлекен ĕçченсем культура ĕçченĕсене татах та килсе çуреме ыйтрĕç.



31 июля 2013
15:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter