Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн экономика аталанăвĕн Министрĕпе Алексей Улюкаевпа тĕл пулнă

Утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн экономика аталанăвĕн Министрĕпе  Алексей Улюкаевпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене сӳтсе явнă, çула май республикăра электротехника кластерĕн территорийĕнчи çĕнĕ аталанăва тишкернĕ. Тĕл пулура Шупашкар хулине Раççейре релесем туса кăларакан хулине тĕп центр тесе йышăннине асăннă. Хулара Раççейри чи вăйлă предприятисем ĕçлеççĕ, çавна май Чăваш Енре хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан тĕрĕслев сертификачĕн центрне хута ярасси те пĕлтерĕшлĕ. Кун пек йышăну туни хамăрăн тата  ют çĕр-шыв производствисене тивĕçлипех тĕрĕслесе кăларма май парĕ. Калаçу вăхăтĕнче Михаил Игнатьевпа Алексей  Улюкаев Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа ирттермелли мероприятисен планне тишкернĕ, уйрăммăн хăш-пĕр самантсем çинче чарăнса тăнă. Калаçу вăхăтĕнче «Этникăлла Чăваш Ен»  туристла рекреационлă кластер проектне  Раççейре 2011-2018 çулсенче шалти тата тулашри туризма аталантарма май паракан федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшӳллĕн пурнăçа кĕртесси пирки те сăмах пуçарнă. Палăртнă кластер шутне икĕ инвестициллĕ проект кĕнине палăртнă. Вĕсенчен пĕри - Шупашкар районĕнчи экологие тĕпчеме май паракан «Ясна» комплекс(проектăн хакĕ 232,11 млн тенкĕ), тепри  Шупашкарти «Амазония» этонокомплекс (проект 7245,02 млн.тенке кайса ларĕ). Вĕсем пĕлтерĕшĕ енчен пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Пĕтĕмĕшле хакĕ 7680,2 млн. тенкĕпе танлашать, вĕсенчен федераци бюджетĕнчен -1762,3 млн тенк., республикăран - 293,7 млн тенк., тĕрлĕ çăл куçсенчен - 5624,2 млн тенк. укса пăхса хăварма килĕшнĕ. Михаил Игнатьев министра муниципаллă тата патшалăх пулăшăвĕ парассине ялти тĕслĕх вулавăшĕсен базийĕче  йĕркелесе пынине палăртнă. «Пĕр чӳрече» меслечĕпе 2015 çул тĕлне республикăра пурăнакансенчен 90 процентне çак йĕркепе  тивĕçтерме палăртнă. Тĕслĕх библиотекёсем паянхи пурнăçпа пĕтĕмпех килĕшсе тăраççĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче  вулавăшсенче пурĕ 120 «пĕр чӳрече» ĕçлемелли вырăн шутланать. Тĕл пулура тракторсем туса кăларакан,  Етĕрнери спирт завочĕсен шăписем пирки те калаçнă. Алексей Улюкаев çитес вăхăтра Чăваш Республикине килме палăртни çинчен пĕлтернĕ. Раççей экономикин аталанăвĕн министрĕ Чăваш Енре Moody’s и Fitсh халăхсем хушшинчи пысăк авторитетлă агенствăсем ĕçлени – Чăваш Енре экономика тăнăçлă аталанса пынине çирĕплетеççĕ, - тесе каланă. Тĕплĕнрех



31 июля 2013
12:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter