Пысăк Енккасси шкулне - çĕнĕ автобус

«Шкул автобусĕ» программăпа килĕшÿллĕн Пысăк Енккасси шкулне кÿршĕллĕ ялсенчен ачасене илсе çÿреме çĕнĕ автобус уйăрнă. Кунта лармалли 22 вырăн, кашни вырăнĕнче хăрушсăрлăх пиçихийĕ пур. Вăл ГОСТ Р 51160-98 патшалăх стандартне пĕтĕмпех тивĕçтерет.

2013-2014 вĕренÿ çулĕсенче 16 ялтан асăннă шкулти партăсем хушшине 200 ача ларĕ. Кашни кун вĕсене 3 автобус илсе çÿреме пуçлĕ. (Вăрмар районĕ)



31 июля 2013
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter