Каçал ен районĕ: илем кăмăла çĕклентерет

Кайнлăк ял тăрăхĕн территорийĕнче Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăка халалласа «Палисадник чечекре — телей пÿртсенче» ятлă конкурс ирттернĕ. Конкурсăн тĕллевĕсем: ял тăрăхĕнче пурăнакансене территорие илем кÿрессине явăçтарасси, чи хитре палисаднике тупса палăртасси. Конкурс халиччен те пĕрре мар иртнĕ. Унта хутшăнакансен шучĕ çулран-çул ÿссе пырать. Чылай канашланă хыççăн комисси членĕсем Хирти Мăнтăрти Григорьевсен палисадникĕ чи илемли пулнине палăртнă. Çак кунсенче конкурс çĕнтерÿçисем патне çитсе куртăм.

Чăнах та, Григорьевсен пÿрт умĕ аякранах илемлĕхпе илĕртет. Пластик савăтсенчен хатĕрленĕ пальмăсем тÿрех куç тĕлне пулаççĕ. Пахчаналла иртсессĕн вара юмах тĕнчине лекнĕнех туятăн хăвна. Мĕн тĕрлĕ чечек çук-ши кунта?! Илемлĕ клумбăсенче вырнаçнăскерсем, хĕвел çинче тĕрлĕ тĕслĕн ялкăшса лараççĕ. Чечексем хушшинче кил хуçисем ăсталаса лартнă кăмпасем, тăрнасем, акăшсем курăнаççĕ. Йывăçсем çывăхĕнче пластик савăтсенчен хатĕрленĕ пыл хурчĕсем «вĕçеççĕ». Чи илĕртÿлли вара — «Альп тăвĕ». «Ăна тăвас тесе мăшăрăм тахçанах ĕмĕтленнĕ, пĕр 7—8 çул каяллах çак шухăш çуралнă. Ăсталама кирлĕ материалсене пĕчĕккĕн пухма пуçларăмăр. Кăçал вара ĕмĕте пурнăçа кĕртме май килчĕ», — паллаштарать кил вучахĕн управçи Галина Васильевна.

Ал айĕнчи япаласенчен илемлĕ кĕлеткесем тăвасси кашнинех пулмасть, паллах. Александр Геннадьевич вара чăннипех те ăста алăллă. Пластик савăтсем çеç мар, шĕшкĕ патаккисем те, автомашина кустăрмисем те, кил-тĕрĕшри ытти япаласем те хута каяççĕ. «Илем тăрăшмасăр пулмасть. Туса пĕтерсен чун савăнать. Пÿрт умĕнче хитре те тирпейлĕ пулни вăл чи малтанах хамăршăн вĕт», — уçать чунне кил хуçи.

Ку ĕçре ашшĕ-амăшне ачисем те пулăшаççĕ. Пушă вăхăт пулсанах вĕсемпе пĕрле пахчара тăрмашаççĕ. Чечексене акнипе çеç мар, пăхсах тăмалла-çке-ха: çум курăксенчен тасатмалла, шăвармалла, кăпкалатмалла. Сăмах май, Григорьевсен пÿртĕнче те тем тĕрлĕ чечек ÿсет. Вĕсенчен хăш-пĕрне Мускавранах илсе килнĕ. «Илем кăмăла çĕклентерет», — теççĕ кил хуçисем ăшшăн.

Н.Калашникова



31 июля 2013
13:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter