«Хулари кăмăл» фотоконкурс

Август уйăхĕнче Шупашкар хули хăйĕн çуралнă кунне паллă тума хатĕрленет. Çак паллă пулăма хатĕрленсе уяв кунĕсем вăхăтĕнче кăна мар, ун умĕн те тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă. Вĕсенчен пĕри - «Хулари кăмăл» фотоконкурс. Ăна йĕркелекенĕсем - хула администрацийĕ, Love Radio тата «Геометрия» фотоакадеми - фото ÿкерме кăмăллакансенчен хула сăнне, унăн çыннисене сăнлакан фотоÿкерчĕксем кĕтеççĕ. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесем тата наградăсем парса чыслĕç.

Ÿкерчĕксене августăн 5-мĕшĕччен ipg форматпа chebgeo@ mail.ru электрон адреспа йышăнаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене йĕркелÿ комитечĕн жюрийĕсĕр пуçне ахаль çынсем те Geometria.ru сайт çине августăн 6-16-мĕшĕсенче хăйсен шухăшне пĕлтерме пултараççĕ. (Вăрмар районĕ)



31 июля 2013
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter