Хатĕр пулмалла
Терроризм – паянхи кун тĕнчере чи хăрушă преступлени. Терактсем ирттерсе «тĕрĕслĕхшĕн кĕрешетпĕр» текенсем, чăннипе, обществăна пăлхатма тĕллев тытаççĕ. Ку преступниксем, хăйсем тем каласан та, нимле тĕне те чунпа ĕненмеççĕ, вĕсен наци палли те çук, тăван çĕре те, кунта пурăнакансене те хисеплемеççĕ.
Террористсем усал ĕçсене хăть ăçта пурнăçлама пултарнине шута илсе, кашни гражданинăн хăрушлăхра хăйсене тĕрĕс тытма пĕлмелле.
Должноçри çынсен тивĕçĕсем
Йĕркепе килĕшÿллĕн, организаци-учрежденисенче яваплă должноçри çынсем пур, теракт тухассипе çыхăннă лару-тăрури вĕсен тивĕçĕсем паллă. Чи малтанах инкек çинчен пĕлтермелли хатĕрсем мĕнле ĕçленине тĕрĕслемелле те чрезвычайлă лару-тăру пирки пурне те хыпарламалла, персонала çуртран кăлармалли эвакуаци планне пĕлмелле. Çавăн пекех автомобильсем лартакан вырăнсене тĕрĕслессине, çÿп-çап контейнерĕсене çурт çывăхĕнчен куçарассине яваплă çынсен хăйсем çине илмелле, çурта хÿтĕлессине тата сотрудниксене дежурствăна кăларассине йĕркелемелле.
Енчен те теракт пулса иртнĕ-тĕк, должноçри çынсен çухалса кайма юрамасть. Вĕсем теракт çинчен тÿрех шалти ĕçсен пайне, ФСБ тата МЧС органĕсене пĕлтерме, çынсене çăлассипе тата пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парассипе мерăсем йышăнма тивĕçлĕ. Инкек вырăнне ют çынсене кĕртме юрамасть.
Сирпĕнекен хатĕре асăрхасан
«Шанчăксăр», сирпĕнекен хатĕр евĕр япаласем асăрхасан, çийĕнчех шалти ĕçсен пайне, ФСБ тата МЧС службисене шăнкăравламалла. Тупнă япала çывăхне нимле майпа та ан пырăр тата ыттисене те ан ярăр. Сирпĕнме пултаракан хатĕрсене сиенлетесси – ятарлă специалистсен ĕçĕ. Йĕрке хуралĕн органĕсем çитессе кĕтсе илĕр те «шанчăксăр» япала вырăнне кăтартăр. Асра тытăр: радиоçыхăну хатĕрĕсемпе, кĕсье телефонĕсемпе усă курни сирпĕнекен япалана ĕçлеттерсе яма пултарать.
Çуртсем çывăхĕнче палламан, шиклентерекен машинăсем чылай вăхăт ларни пурне те сисчĕвлентерме кирлĕ. Хуçасăр выртакан япаласенчен, курупка-сумкăсенчен пăралуксемпе пĕчĕк антеннăсем, индикаторсемпе циферблатсем курăнни, е темле сасă (сăмахран, сехет йĕппи куçнă пек илтĕнни, паллă мар шăршă) – сирпĕнекен хатĕр паллисем. Вăхăта çухатмасăр йĕрке хуралăн службисене шăнкăравлăр.
(Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерствин информацийĕ тăрăх хатĕрленĕ).