Чăваш Ен Правительстви хăй çине илнĕ социаллă тивĕçсене туллин тата вăхăтра пурнăçлать

Утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕпе Ольга Голодецпа тĕл пулнă. Михаил Игнатьев республикăра ача амӑшӗпе ачалӑх институтне ҫирӗплетесси патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулса тӑнине асăнă. Медицина пулӑшӑвӗн пахалӑх шайӗ ӳснине тата нумай ачаллă çемьесемпе тăлăха юлнă ачасене пулăшас ĕç те вăхăтраа кирлĕ пек пурнăçланнине каланă. Нумаях пулмасть Канаш хулинче тăлăхсен çуртне хупнă, сăлтавĕ каламасăрах паллă, ачасене пурне те тенĕ пекех çемьесем усрава илеççĕ. Ольга Голодец Чăваш Енре анчах çуралнă пепкесен вилессин хисепĕ пĕчĕк пулнине асăннă, сăмаха май вĕрентӳ тытăмне модернизацилес ĕç те аван пурнăçланнине палăртнă. Паянхи калаçу самантĕнче республикăра ача сачĕсене хута яма хушма укçа-тенкĕ уйăрасси пирки те калаçса килĕшме май килнĕ.  Енчен те маларах федераци бюджетĕнчен уйăрнă 614 млн. тенкĕ укçапа вăхăтра тата туллин усă курсан тин пулăшу куçасси çинчен асăнса хăварнă. Тĕл пулура Шупашкарти онкологи чирĕсене пăхса тăракан корпусăн хирурги уйрăмне хăпартма тата «Юмах вăрманĕ»  республикăри ачасен санаторине реконструкци тăвас ытусене сӳтсе явнă. 2009-2010 çулсенче Наци онкологи программипе килĕшӳллĕн çуртăн техникăпа пурлăх базине çирĕплетнĕ çĕре 715,6 млн. тенкĕ янине палăртнă. Асăннă ыйтусене татса пама 2011-2012 çулсенче Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавне модернизацилес тĕллевлĕ программăпа килĕшӳллĕн 285,8 млн. тенкĕллĕх тăкакланнă. Ĕçе пурнăçланине кура, ракпа чирлисен хисепĕ курăмлăнах пĕчĕкленнĕ, юлашки пиллĕк çул хушшинче чирлисен шучĕ 2 процента çити чакнă. Чире вăраха ярассинчен маларах тупса палăртассин хисепĕ те ырă енне улшăннă. Çав-çавах ку чирпе аптракансене куçран вĕçертме кирлĕ маррине палăртса хăварнă. Онкологи çурчĕн хирурги корпусне хăпартса лартасси çинчен 2011 çулта утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн приказĕпе çирĕплетнĕ. 2012-2013 çулсенче ĕçе пурнăçлама республика бюджетĕнчен 73 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Палăртнă укçа-тенкĕпе строительство ĕçĕн малтанхи тапхăрне йĕркелесе ирттернĕ. Халлĕхе Чăваш Енĕн строительство министерстви çумĕнчи подрядлă организаци ĕçе малала тăсма 120 млн. тенкĕ кредит илсе хунă. 2012 çулта «Юмах вăрманĕ» санаторире 4299 вĕт-шакăр хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ.  Пур те тенĕ пекех сипленĕ хыççăн каялла сывă та чипер таврăннă. Кăтарту куç кĕретех лайăх пулнă. 2011-2012 çулсенче тата 2013 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче кану çуртчĕн сиплемелли ятарлă уйрăмĕсене, канмалли пӳлĕмсен корпусне çĕнетсе улăштарма май килнĕ. Ĕçе йĕркелесе ирттерме республика бюджетĕнчен 27 млн. тенкĕ тăкакланă.  Сооруженийсене тасатса тирпейленĕ çĕре 2 млн. тенкĕ укçа хывнă. Медицина  тата корпуса валли тĕрлĕ хатĕрсем  туянма  2 млн. тенкĕ усă курнă. Планпа пăхса хăварнă 2 хутлă капмар пысăк çурта йĕркелесе хута ярсан кашни çулах тата хушма 1000 ача сывлăхне çирĕплетме май парĕ. Тĕл пулура çакăн пекех Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа ирттермелли мероприятисен йĕркине тишкернĕ, уйрăммăн хăш-пĕр культура ыйтăвĕсем  çинчен те чарăнса тăнă.

 



31 июля 2013
17:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter