Çул-йĕр тимлĕх ыйтать

Июлĕн 19—21-мĕшĕсенче республикăра «Пешеход. Пешеходный переход» профилактика мероприятийĕ иртнĕ. ГИБДД сотрудникĕсем çынсем çуран çÿрекен вырăнсенче ытларах пулнă, вĕсем çул-йĕр правилисене пăхăннине çирĕп тĕрĕсленĕ. Çавна май йĕркене пăснă 3488 тĕслĕх тупса палăртнă. Çуран çÿрекенсене çул паман, çул-йĕр правилисене пăхăнман водительсен ячĕпе — 189 протокол, çуран çÿрекенсене 416 протокол çырнă. Пирĕн районта та мероприяти вăхăтĕнче çул-йĕр правилисене епле пăхăннине тĕрĕсленĕ.

— Çуран çÿрекенсем те, водительсем те çул-йĕр правилисене пăсаççĕ. Çынсем палăртнă вырăнтан мар, ăçтан май килет çавăнтан çул урлă каçаççĕ. Çавна май вĕсем тĕлĕшпе 8 протокол çырнă. Кунта чи малтанах çуран çÿрекен айăплă. Водительсем вара зебра çинче çул памаççĕ. Çавна май 2 водителе явап тыттарнă, — паллаштарчĕ районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД начальникĕ Николай Райков.

Шупашкар хулинче профилактика мероприятийĕ вăхăтĕнче çул урлă çуран каçакана çул паманнипе 4 инкек пулнă. Тĕслĕхрен, Ю.Фучик тата Б.Хмельницкий урамĕсем хĕресленнĕ çул çинче VOLKSWAGEN-TRANSPORTER автомашина çуран каçакана çул паман, вăл аманнă.

Тепĕр тĕслĕхĕнче ВАЗ-21074 автомашина хуçи çуран çынна таптаса, вырăнтан тарнă.

«Хăрушсăрлăх çул çÿрев» обществăлла организаци тишкерĕвĕсем тăрăх ытларах чухне çул урлă каçакан хăйĕн айăпĕпе, правилăсене пăхăнманнипе инкек курать. Сăмахран, ыйтăма хутшăннă респондентсен 40 проценчĕ зебра пур çĕрте çеç çул урлă каçать. Çуран çÿрекенсенчен 20 проценчĕ çул-йĕр правилисене кашни кун пăсать тата 20 проценчĕ эрнере темиçе хутчен те май килнĕ çĕртен çул урлă каçать.

Водительпе çуран çÿрекен пĕр-пĕрне ăнланманнипе, çул паманнипе, çул-йĕр правилисене пăснипе авари пулать, çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Çавăнпа та яланах тимлĕ пуласчĕ.

2012 çулта Раççейре çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăснипе 28518 авари пулнă, 5000 çын вилнĕ. Чăваш Енре юлашки 6 уйăхра 34 çын вилнĕ, 280-шĕ аманнă.

Республикăра пурĕ çул урлă çуран каçмалли 1780 вырăн. Вĕсенчен 11-шĕ — çĕр айĕнчисем, 4 — çĕр çинче, çуран каçма йĕркеленисем — 511, йĕркеленменнисем — 1182.

ХИСЕПЛĔ ÇУЛ ÇŸРЕВÇĔСЕМ!

Ятарласа çуран каçма уйăрнă вырăнсенче çеç çул урлă каçăр. Автомашинăсем çÿрекен çул çинче нихăçан та ан утăр.

Автомашина чарăнасса туйсан çеç зебра урлă каçăр. Васкаса утăр. Обществăлла транспорта ĕлкĕрес тесе ниме пăхмасăр ан чупăр, автомашинăсем çул памасса та пултараççĕ. Асăрхануллă пулăр!

А.ЕФРЕМОВА.



31 июля 2013
13:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter