Каçал ен районĕ: çур çулти ĕçсене пĕтĕмлетнĕ

ЧР районсем хушшинчи следстви комитечĕн Патăрьелĕнчи следстви уйрăмĕ массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе пĕрле брифинг ирттернĕ. Унта уйрăмăн ертÿçи Р.Н.Шайхалов туса ирттернĕ ĕçсем çинчен журналистсене каласа панă.

Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче Патăрьелĕнчи следстви уйрăмĕ преступленисем çинчен пĕлтернисене пăхса тухса уголовлă ĕç пуçармалла марри çинчен 85 постановлени кăларнă (пĕлтĕрхи çак тапхăрта ку кăтарту 254-па танлашнă), 118 уголовлă ĕç пуçарнă (пĕлтĕр 48). 46 уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Преступленисем 249 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ, вĕсенчен 223 пин тенкине тÿлесе татнă. Унсăр пуçне РФ Уголовлă процессуаллă кодексăн 115 статйипе килĕшÿллĕн айăпланакансен пурлăхне 680 пин тенкĕлĕх арестленĕ.

Палăртмалла: пĕлтĕрхи пĕрремĕш çур çултипе танлаштарсан, çын вĕлернисен тата вĕлерме хăтланнисен шучĕ 3-рен 1-не çити чакнă. Мăшкăлланă тĕслĕх те 1 çеç пулнă (пĕлтĕр — 2).

Кăçал коррупципе çыхăннă преступленисене тупса палăртнă фактсем нумайланнă. Çакăн пек преступленисен 90 ытла тĕслĕхĕпе 74 уголовлă ĕç пуçарнă. Çав шутра Шăмăршă районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн сотрудникне, Патăрьел районĕнчи централизациленĕ бухгалтерин ĕçченне, Комсомольски районĕнчи ветеринари службинче вăй хуракансене, Елчĕк районĕнчи коммерцилле организацин директорне уголовлă явап тыттарнă.

Следстви уйрăмĕнче çавăн пекех çул çитменнисемпе çыхăннă преступленисем çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче 17 ача шар курнă. Ачасене хирĕç преступлени тунипе пуçарнă 3 уголовлă ĕçе тата çул çитмен ача преступлени туни çинчен калакан 1 ĕçе суда ярса панă.

Темиçе çул каялла тунă, чылай вăхăт «тĕттĕммисен» шутĕнче пулнă преступленисене уçса парас енĕпе те ĕçлеççĕ следстви уйрăмĕнче тăрăшакансем. Кăçал акă 2011 çултанпа «тĕттĕммисен» шутĕнче пулнă 3 преступление уçăмлатнă.

Следстви уйрăмĕн сотрудникĕсем 39 çынна тĕрлĕ ыйтусемпе хăйсем патĕнче йышăннă. Вĕсенчен 25-шĕ — Патăрьел, 8-шĕ — Шăмăршă, 4-шĕ — Комсомольски, 2-шĕ Елчĕк районĕнчен.



31 июля 2013
13:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter