Муркаш районĕнче Информаципе культура центрĕ уçăлнă

Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕнче Информаципе культура центрне уçнă çĕре хутшăннă. Хаваслă пулăма Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов,  официаллă хăнасем пухăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕн Мăн Сĕнтĕр ялĕн çыннисене паллă пулăма уçнă ятпа саламланă. Хăйĕн сăмахĕнче çĕнĕ культура çурчĕ хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан информаципе культура центр пулнине палăртнă. Ĕлĕкхи çуртсенчен самай улшăнса тăрать, информаци технологи те пĕтмпех хальхи пурнăçпа тан. Палăртма кăмăллă, пур-пĕрех кунта халăх йăли-йĕркисем упранса юлнă. Хамăрăн наци культури çав-çавах кашни çыншăн çывăх пулмаллине те асăнса хăварнă. «Пирĕн ĕçчен те сăпайлă халăхăн ăс-хакăл культурине çирĕплетсе аталантарса пыма тăрăшмалла. Ăна упраса хăварассишĕн ырми-канми ĕçлемелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Республика Пуçлăхĕ тин çеç уçăлнă Центр ĕçченĕсене сцена çине тухмалли тум-тир çĕлетме 99850 тенкĕллĕх сертификата парса чыс тунă.  Çемье кунĕ çывхарса килнĕ май районта пурăнакан Никитинсен çемьине, вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе шăкăл-шăкăл 53 çул пурăнаççĕ, орден парса хисеп тунă. Сумлă мăшăр пилĕк ача пăхса ура çине тăратнă. Иккĕшĕ те яланах тăван колхозра ĕçлесе «Ĕç ветеранĕ» сумлă ята   тивĕçнĕ. Çак кунах нумай ачаллă Трофимовсемпе Грачевсен çемьисене амăш капиталĕ сертификата парса хавхалантарнă. Хыççăн Михаил Игнатьев информаципе культура центрне пăхса çаврăннă. Унта ĕçлекен çамрăксемпе курнăçнă. Пухăннă çамрăк ачасем ӳссе çитсен кам пуласси пирки те хăйсен вăртăнлăхне республика Пуçлăхне нимĕн пытармасăр уçса панă. Çак центăрта çынсене пахалăхлă пулăшу пама пур услови те туса çитернĕ. Сусăрланнă çынсене валли те уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Кунтах 2013-мĕш çулăн утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен «пĕр чӳрече» мелĕпе муниципаллă пулăшусем парассипе те анлă ĕçлеççĕ. Тĕплĕнрех



04 июля 2013
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter