Михаил Игнатьев ĕçпе Çĕмĕрле хулинче пулнă

Утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе  Çĕмĕрле хулинче пулнă. Республика Пуçлăхĕ  «Теплоэнерго» МУП объекчĕсемпе паллашнă. Паянхи кун тĕлне палăртнă объектăн энергетиксен умĕнчи парăмĕ 150 млн.танлашать. Предприяти хăй вăхăтĕнче республикăран 120 млн. илнĕ кредитпа пĕлсе усă курман.  Парăмсен хисепĕ чакман, пур-пĕрех ӳссе кăна пынă. Объектсенчи хутса ăшăтмалли хатĕрсенчен нумайăшĕ юхăннă. Хăй вăхăтĕнче уйрăммăн палăртса тунă ĕçсене те кăлтăксемпе хатĕрлесе хута янă. «Теплоэнерго» МУП 15-мĕш №-лĕ котельнăй 1990 çултанпах ĕçлет. Районта 65 нумай хваттерлĕ çуртпа социаллă тытăмри 10 объекта хутса ăшăтса тăрать. Халлăхе унăн ĕçлĕхĕ 60 процентпа çеç танлашнине çирĕплетнĕ специалистсем. Михаил Игнатьев муниципаллă предприятийĕн финанспа хуçалăх ĕçĕн кăтартăвĕсемпе кăмăлсăрланнă.  «Çĕмĕрлере ЖКХ ыйтăвĕсем нумай çул хушши ĕнтĕ çивĕч тăраççĕ. Ырă енне улшăнни пачах курăнмасть. Кунта пурăнакансем инкек тӳсеççĕ, анчах та вырăнти влаç ыйтăва татса парас тесе енсем шыраман. Кун пек ĕçлесе пынипе малашлăх курăнмасть хуçалăхăн, республикăри ытти муниципалитетсенче хутса ăшăтмалли системăсене киввисене çĕннисемпе ылмаштарма тăрăшаççĕ, нумай хутлă çуртсенче хăйсем тĕллĕн хутса ăшăтмалли системăсем çине куçарма тăрăшаççĕ, çав вăхăтрах Çĕмĕрле хулинче çак çивĕч ыйтăва вырăнтан хускатма та тăрăшмаççĕ», - тесе хăйĕн кăмăлсăрлăхне палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Вырăнти халăха хулан пурнăçне явăçтарманни сисĕнет. «Енчен те хула пурнăçне лайăхлатассишĕн пурăнакансем хăйсем пачах та хутшăнмаççĕ пулсан, йĕрке пуласси пирки иккеленӳллĕ. Сирĕн ЖКХ, тавралăха тирпей-илем кӳресси пирки ыттисем килсе туса парассине кĕтсе лармалла мар. Хăвăр ĕçлемесен, ыттисем ку ĕçе йĕркелесе памĕç» - тенĕ Михаил Игнатьев.  Хыççăн Михаил Игнатьев МОПРА урамĕнчи 110 хваттерлĕ çуртăн шăпипе паллашшнă.  Кунти хваттерсене тăлăха юлнă ачасене е ытти социаллă программăпа туянакансене пама палăртнă. Паян кунта пиллĕккĕмĕш хутра  ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçланă, чӳречесене те тватă хутĕнче лартса пĕтернĕ. Ытти хăш-пĕр ĕçсене те вăхăтра туса пыма тăрăшаççĕ. Кăçал çурта хута яма палăртса хунă. 2013-мĕш çулта Чăваш Республикинче пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен çынсене лайăх çуртсене куçарас тесе йышăннă тĕллевлĕ программăпа килĕшӳллĕн Çĕмĕрле  хулине 108 млн. тенкĕ парса пулăшнă. Çула май Михаил Игнатьев çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче пушар тухнă МОПРА урамĕнчи 16 хваттерлĕ çурта çитнĕ. Унта пурăннăннă çынсепе курнăçса калаçнă. Çурт муниципалитет харпăрлăхĕнче шутланса тăрать. Вырăнти влаçсен çурт шăпине татса парассипе нимĕнле çирĕп хурав та çук. Объект пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсен шутĕнче тăмасть. Çавна май программăпа килĕшӳллĕн нимĕнле укçа-тенкĕ те уйăрма май çук. Пушар тухнă хыççăн комисси çурта çĕнĕрен майлаштарса юсав ĕçĕсем туса хута яма юранине çирĕплетнĕ. Ăна валли те 14 млн. тенкĕ кирлине палăртнă. Анчах та вырăнти влаç ыйтăва татса парас тесе нимĕнле йышăну та халлĕхе туман. Бюджетра укçа çук тесе кăна çирĕплетеççĕ. «Хăвăрăн пурлăхăршăн кашнин вăй хурса ĕçлемелле. Такам килсе туса парассине кĕтсе лармалла мар. Халлĕхе пушар тухнă хыççăн юлнă тасамарлăха та пуçтарса тирпейлемен», - тесе хăйĕн пăшăрханăвне палăртнă республика Пуçлăхĕ. Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесе çурта е çĕнĕрен е çакнах тирпейлесе хута ярасси пирки вăраха ямасăрах шутламаллине асăрхаттарса хăварнă республика Пуçлăхĕ. Ĕçлĕ çул çӳревре Михаил Игнатьев хулари  «ДЮСШ» МОУ ДОДăн çĕнĕрен тăвакан стадионĕпе те паллашнă. Стадинра футбол выляма ятарласа сий сарнă тата ытти спорт ăмăртăвĕсене ирттерме хатĕрсене вырнаçтарма палăртнă. Объекта физкультурниксен кунĕ тĕлне çĕнетсе хута ярĕç. Республика Пуçлăхĕ вырăнти медицина учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те тĕплĕн паллашса тухнă. Темиçе çул каялла районпа хулари больницăсем хушшинче ăнланманлăхсем пулкаланă. Сывлăх сыхлавĕнчи тытăма республика шайне куçарнă хыççăн харкашу тени çухалнă. Калаçу самантĕнче Михаил Игшнатьев медицина ĕçченĕсен ĕç укçин шайĕ, кадрсен политики, эмелсемпе тивĕçтернин ыйтусем тавра калаçу хускатнă. Юлашкинчен хула активĕпе республика Пуçлăхĕ хăш-пĕр Чăваш Республикин министрĕсемпе пĕрле ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ чи çивĕч ыйтусене пăхса тухнă. Вырăнти бюджет  тата налук политикин эффективлăхне лайăхлатма, суту-илӳ рынокне аталантарассине, хуçалăх ĕçĕсене вырăнтан хускатма тĕллевлĕ хушусем парса хăварнă.  Тĕплĕнрех 



05 июля 2013
09:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter