Вăрмар районĕ: хĕл тутă килтĕр

Пур хуçалăхсенче нумай çул ÿсекен курăксене планпа пăхнă тăрăх 3920 гектар çинчен çулса илмелле пулнă пулсан, июлĕн 5-мĕшĕ тĕлне 2610 гектар çинче çулнă. Ку 67 процентпа танлашать.

Планпа 3738 тонна утă хатĕрлемелле. Çÿлерех асăннă вăхăт тĕлне ăна хуçалăхсенче 3892 тонна хатĕрленĕ е 104 процент. «Шигали» хуçалăх планпа пăхнинчен 125, «Средний Аниш» тулли мар яваплă общество 120 процент хатĕрлесе хунă та.

Плана 100 проценчĕпех пурнăçланă хуçалăхсем те йышлă - «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики, «Кĕтне», «Сергеев В.М», «Яковлев В.Н.», «Веха» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем. Сенаж 1800 тонна хывса хăвармалла пулсан, хальлĕхе 1200 тонна хывнă, 105 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрленĕ.



05 июля 2013
16:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter