Пултаруллă çамрăксене – стипенди

Çамрăксен патшалăх политикине пурнăçа кĕртме хастар хутшăннăшăн кашни çулах  пултаруллă çамрăксене район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине (1000 тенкĕ) 11 çын тивĕçнĕ. Вĕсем çаксем: Таисия Валерьевна Архипова – çамрăк педагогсен ассоциацийĕн членĕ, Элĕк шкулĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентекен; Марина Владимировна Федорова – çамрăк педагогсен ассоциацийĕн членĕ, Тавăт шкулĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентекен; Вера Владимировна Терентьева – çамрăк педагогсен ассоциацийĕн членĕ, Элĕк шкулĕнчи социаллă педагог; Елена Алексеевна Миронова – Элĕкри 2-мĕш номерлĕ «Хĕвел» ача-пăча садĕнчи воспитателе пулăшакан; Валентина Ливерьевна Убасева – Ураскилт шкулĕнчи тренер; Максим Юрьевич Егоров – Ехремкасси ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕн членĕ; Инна Юрьевна Никонорова –районти тĕп больницăри çамрăксен канашĕн председателĕ; Илья Иванович Михайлов – «Витязь» тулли мар яваплă общество доярĕ; Алена Геннадьевна Иванова – Мăн Вылă ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕн членĕ; Иван Васильевич Нестеров – Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕн членĕ; Алексей Валерьевич Сергеев – ачасемпе
çамрăксен «Хĕлхем» спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕр вăхăтлăх стипендийĕн свидетельствине çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче районти Çамрăксен уявĕнче панă.



05 июля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter