Унăн юррисем чун-чĕрере ырă туйăм çуратаççĕ

 "Пурнăçĕ кăлăх пулмасассăн, вилсен те пурăнать этем" тенĕ паллă ентешĕмĕр Митта Ваçлейĕ. Çак сăмахсем чи малтан, пурăннă чухне ырă та пархатарлă ĕçсем тăвакансем çинчен ĕнтĕ. Вĕсенчен пĕри вăл - чăвашсен паллă композиторĕ Филипп Миронович Лукин

Пурăннă пулсан, утă уйăхĕн 3 - мĕшĕнче Филипп Лукин 100 çул тултаратчĕ. Чăнах та Филипп Миронович хăйĕн хыççăн питĕ пысăк йĕр хăварчĕ. Унăн сакăр çĕр ытла юррисем халĕ те халăхра янăраççĕ. Кам илтмен пуль унăн "Парти", "Çĕр планета чĕнет", "Тухрăм эпĕ Атăл хĕррине", "Сирень", Юрату юрри", "Хăмла пахчи", "Уçланкăри палан" тата ыттисене те. Унăн юррисем чун-чĕрере ырă туйăм çуратаççĕ.

Çуралма Филипп Миронович Трак - Красноармейски тăрăхĕнчи Çавал çырми ялĕнче 1913-мĕш июлĕн 3-мĕшĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Çемйинче ултă ывăл та виçĕ хĕр пулнă. Пулас композитор ача чухнех тăван халăх сăвви-юррине чунтан юратнă, вĕсене итлесе савăннă. 1928 çулта Шупашкарти музыка шкулне вĕренме кĕнĕ. Çакăнтан пуçланать те пулас композиторăн малашнехи çитĕнĕвĕсем. Вĕреннĕ чухнех питĕ активлă пулнă, комсомол организайĕн председателĕ, группаăн старостинче тата ытти обществăлла ĕçсенче тăрăшнă. Çав хушăрах хăйĕн талантне те аталантарсах пынă.

1942 çулта Ф.Лукин Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн художество руководителĕнче тата аслă дирижерĕнче ĕçлеме тытăннă. Аслă Аттелĕх вăрçи пуçлансан композитор Тăван çĕршывшăн çапăçăва тухма, ăна сыхласама чĕнекен янăравлă ĕрăсем çырнă. Хăй ертсе пыракан ансамбльпе чылай вăхăт фронтра пулнă, вăрçă паттăрĕсене, совет салтакĕсене 120 концерт панă. Каярахпа вăл 30 çул ытла Чăваш АССР композиторĕсен союзĕн правленийĕн председатĕленче вăй хурать.

Тăван çĕршыв Филипп Миронович Лукин пултарулăхне, ырă ĕçне-хĕлне тивĕçлипе хакланă. Вăл РСФСР халăх артисчĕ, Сталин - СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ. Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тата Дагестан ỹнерĕн тава тивеçлĕ деятелĕ, Шупашкар хулин Хисеплĕ Гражданинĕ, нумай орден кавалерĕ.

Филипп Миронович Лукин композиторăн сумлă ячĕпе пархатарлă ĕçĕсене яланах асра тытас, çамрăк ăрăва ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса пурнăç çул-йĕрне суйласа илме пулăшас тĕллевпе Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра музыка сехечĕ иртрĕ. Унта композитора лайăх пĕлнĕ Раççей Федерацин тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.С.Шакин хутшăнчĕ. Анатолий Степанович паллă композиторпа тĕл пулнă самантсене аса илсе каласа пачĕ. Вăхăтĕнче хăйне пулăшнăшăн тав турĕ. "Вăл çырнă юрăсем пурнăç илемне туйса илме, музыка искусствин лайăх енĕсене ăнланма пулăшаççĕ", - терĕ вăл. Мероприяти тĕлне библиотека ĕçченĕсем "Хăй юррине тупнă композитор" кĕнекесен куравне йеркелене. Краеведени пай ертỹçи Нина Мазякова поэтăн кун-çулĕпе тата пултарулухĕпе паллаштарчĕ, тĕрлĕ çулсенче çырнă юррисене асăнса хăварчĕ.

Савăн пекех сăмах калакансем шутĕнче В.И.Салмин та пулчĕ. Валерий Иванович Филипп Мироновичăн "Тухрăм эпĕ Атăл хĕррине" тата "Хăмла пахчи" юрăсен пĕрер куплечĕсене юрласа пачĕ.

"Филипп Лукин - чаплă композитор. Унăн творчестви - нумай нациллĕ Совет музыкин хăйне евĕрлĕ çутă страницисенчен пĕри, унăн юррисем тахçанах чăваш музыка культурин классикине кĕнĕ. Эпир шансах тăратпăр: вăл çырнă хăш-пĕр юррисем ăруран-ăрăва куçса пырса янăрасса шансах тăратпăр", - терĕç мероприятине хутшăнакансем.  (Патăрьел районĕ)



05 июля 2013
16:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter