Тимлĕхсĕр ÿсмĕç

Элĕк районĕнче хальхи вăхăтра шкул çулне çитменнисен 3 вĕренÿ учрежденийĕпе 6 ушкăн шутланать, вĕсене 504 шăпăрлан çÿрет. Кунсăр пуçне 2 шкулта кĕске вăхăтлăх ушкăнсем йĕркеленĕ, вĕсенче – 3-7 çулсенчи ачасем. Ача-пăча сачĕсене çÿременнисем валли Ураскилт, Юнтапа, Шĕмшеш, Мăн Вылă шкулĕсенче шăмат кунхи ушкăнсем ĕçлеççĕ, вĕсенче – 80 ача. Паянхи кун районĕпе 1- 6,5 çулсенчи 624 ача пуçламăш пĕлÿ илет, çакă малтанхи çулхисенчен самаях пысăк кăтарту. Ача-пăча учрежденийĕсенче кашни çулах 20 вырăн хушса параççĕ, апла пулин те черет çав-çавах пур. 2010 çулта Элĕк салинчи 1-мĕш номерлĕ садикре юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн 15 вырăнлă, 2011 çулта салари 2-мĕш номерлĕ садикре 20 вырăнлă, Вутлан шкулĕнче 25 вырăнлă, 2012 çулта Тавăт шкулĕнче 20 вырăнлă çĕнĕ ушкăнсем йĕркелерĕмĕр. 2014 çулта Чăваш Сурăм шкулĕнче 25 ача, Элĕкри 1-мĕш садикре 20 ача валли ушкăнсем уçма пăхнă. Халĕ Ураскилт салинче 40 вырăнлă садике юсаса çĕнетмелли проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ. Шăпăрлансене 42 педагог вĕрентсе воспитани парать. Вĕсенчен 21-шĕ – пĕрремĕш категориллисем, 10-шĕ – иккĕмĕш категориллисем. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта воспитательсен уйăхри шалăвĕ вăтамран 15723 тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çул ашшĕ-амăшĕсем ачасемшĕн кашни кун 35-45 тенкĕ тÿленĕ. 84 ачан ашшĕ-амăшĕ шăпăрланшăн тÿлев хакĕн çуррине (50 процентне) çеç хывать, 5 ача садике тÿлевсĕр çÿрет.

Э.НИКОЛАЕВ, райадминистрацин вĕренÿ пайĕн начальникĕ



05 июля 2013
07:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter