Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери кооперативсен кунӗ ячӗпе саламлани
Чӑваш Республикин потребительсен кооперацийĕн хисеплĕ ĕςченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире прорфесси уявӗпе – Пӗтӗм тӗнчери кооперативсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Пирӗн ҫӗр-шыври потребительсен кооперацийӗ, вӑрӑм та кӑткӑс ҫул иртсе, пӗрпӗтӗмлӗхне, хӑйне евӗрлӗхне сыхласа хӑварнӑ тата ҫаплипех пысӑк вӑй-хӑвачӗпе палӑрса тӑрать. Коопераци юхӑмӗ хӑйӗн пӗлтерӗшне тата халӑха социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсемпе тивӗҫтерес, производствӑна пулӑшас тата ял хуҫалӑх продукцине вырнаҫтарас, республика экономикин конкурентлӑхне ӳстерес ӗҫри витӗмлӗхне ӗненмелле ҫирӗплетсе пачӗ.
Кӑҫал чӑваш кооператорӗсемшӗн уйрӑмах паллӑ тапхӑр: Чӑваш Республикин потребительсен кооперацийӗ йӗркеленнӗренпе 120 ҫул ҫитет. Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: коопераци юхӑмне умри тӗллевсене пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫлама пултаракан ҫӗнӗ ӑру хутшӑнать.
Пуян историллӗ потребительсен кооперацийӗ унчченхи ӑрусем никӗслесе хӑварнӑ ырӑ йӑли-йӗркине малалла та чыслӑн пурнӑҫласа пырассине тивӗҫтерес тесе ӑслӑ вӗрентекенесем хӑйсен нимрен паха опытне ҫамрӑксене парса хӑварма пултарасси пирки иккӗленместӗп, потребительство рынокӗ малашне те ҫӗнӗ йышши методсемпе усӑ курса пурне те туллин тивӗҫтермелле ӗҫлессе шанатӑп.
Потребительсен кооперацийӗн мӗн пур ӗҫченне, пайҫӑсене, отрасль ветеранӗсене уяв ячӗпе саламлатӑп. Ҫирӗп сывлӑх, коопераци юхӑмне кирлӗ пек аталантарма тата ялти пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме пулӑшакан плансене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама, телей тата ырлӑх сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.В. Игнатьев