Вăрнар районĕ: пěр-пěрне ǎнланни – пěрремěш вырǎнта

 Утǎ уйǎхěн 8-мěшěнче, йǎлана кěнě тǎрǎх, Петěрпе  Феврони çветтуйсен уявěнче – Çемьепе юрату, шанчǎклǎх кунне паллǎ тǎваççě. Çавалкас ял тǎрǎхěнче те чылай çул пěрле алла-аллǎн тытǎнса, çемьери ырǎ йǎла-йěркесене  упраса пурǎнакан, çамрǎксемшěн тěслěх пулса тǎракан çемьесем чылай. Çак тǎрǎхри пултаруллǎ та ěçпе палǎрнǎ çемьесенчен  пěри вǎл -  Вольǎпа Мария Виноградовсем. Вěсен çемьи чǎмǎртаннǎранпа нумаях пулмасть 30 çул иртрě. Çак уява паллǎ тума пěтěм йышлǎ тǎванě, ачи- пǎчисем пуçтарǎнчěç сěтел хушшине. Ашшě-амǎшне ǎшǎ сǎмахсемпе саламласа нумай çул пурǎнма сунчěç Виноградовсен хěрěсемпе ывǎлěсем. Çак çулсем хушшинче нумай йывǎр самантсем те пулнǎ паллах, анчах Воля Степановичпа Мария Ивановна çемьери килěшÿллěхе, ǎнланулǎха нихǎçан та çухатман. Çакǎ пулǎшнǎ та ěнтě вěсене çемье ǎшшине тытса пыма.  Пилěк ача пǎхса çитěнтернě хисеплě  мǎшǎр. Халě ачисем те çемьеллě ěнтě,  пěр хěрě анчах хǎйěн шǎпине тупайман. Паян  Мария Ивановнǎпа  Воля Степановича  7  мǎнукě савǎнтараççě, ватǎсене  май пур таран пулǎшма тǎрǎшаççě.

    Ачисем пурте пурнǎç çулěсем  çине тухнǎ ěнтě, çапах та Виноргадовсем  вěсене пулǎшас тесе чуне-халне параççě. Тивěçлě канǎва тухнǎ пулин те картиш туллии выльǎх-чěрлěх усраççě, сысна çǎвǎрлаттараççě. Çǎва тухсан вара, пахчаран та кěме пěлмест Мария Ивановна. Чечексене питě юратаканскер, кунěн-çěрěн ěçлет çавсемпе. Мěн тěрлě чечек çук-ши унǎн килěнче? Чи  тěлěнмелли – пур чечекěн ятне те пěлет Мария Ивановна. Воля Степанович та пушǎ вǎхǎта усǎсǎр  сая ямасть, пулǎ тытма çÿрет тǎтǎшах.

  Килте те, çын хушшинче те пěр-пěринпе яланах ǎшшǎн, шÿтлесе калаçаççě çак хисеплě çынсем, çавǎнпа та ял-йыш та хисеплет вěсене. Воля Степановичпа Мария Ивановнǎна вǎрǎм ěмěр сукмакěпе тата нумай çул пěр-пěринпе утма, кил ǎшшине тата та нумай çул  упраса пурǎнма сунатпǎр.

 



08 июля 2013
12:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter