Техникăпа пурлăх базине çирĕплетме Шупашкарти ача сачĕсем 500000 тенкĕ пулăшу илнĕ

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хăйĕн мăшăрĕпе пĕрле Шупашкарти 88-мĕш №-лĕ ача садне çитсе килнĕ. Кунта паян Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне паллă тунă. Савăнăçлă пулăма çавăн пекех, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ – Шупашкарти 2-мĕш №-лĕ çăкăр завочĕн   генеральнăй директорĕ Юрий Кислов тата ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене саламланă май   патшалăх политики çемье, амăшĕсемпе ачасен институтне çирĕплетсе аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. Чӑваш Республикинче ҫемье институтне тӗреклетме пулӑшакан ӗҫ ҫирӗппӗн пурнӑҫланнине каланă. Паянхи куна влаç органĕсем пысăк ĕçсем туса йĕркелесе пыраççĕ, малашнехи пурнăçра та ĕçлемеллисене палăртса хунă. Пирĕн ачасем сывă та чипер ӳссе çитĕнсе Раççей Федерацийĕн гражданĕсем пулччĕр тесен пирĕн пурсăмăрăн та тăрăшса вăй хурса ĕçлемеллине каланă. Ачасене хăйсен ашшĕ-амăшĕсене итлеме, йăнăш тăвассинчен асăрханма сĕннĕ. Сăмаха май, 2015-мĕш çулăн авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне шкул çулне çитмен ача сачĕсенчи черетсен ыйтăвне пĕтĕмпех татса пама палăртнине пĕлтернĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕн çумĕ Алена Аршинова саламланă, кăçалхи çул парти проекчĕпе Чăваш Республикине 600 млн. тенкĕ куçасси пирки хыпара пĕлтернĕ. Михаил Игнатьевпа Алена Аршинова Шупашкарти ача сачĕсенче техникăпа пурлăх базине çирĕплетме май паракан сертификата парса чысланă. Паянхи кун уяв мероприятийĕ пурин чунне те савăк кăмăл тултарнă. Тĕплĕнрех

 



08 июля 2013
18:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter