Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлани

                                           Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Сире пурне те ҫак паллӑ, тӗлӗнмелле лайӑх та ҫутӑ уявпа – Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлас тетӗп!
Ҫемье – обществӑн тӗп пайӗ, унта ҫынсен хушшинчи кӑмӑл-сипет, ӑс-хакӑл, эстетика, хуҫалӑх хутшӑнӑвӗсен пӗтӗм енӗ туллин палӑрать.
 «Ҫемье халалӗсем чӑвашсем хушшинче яланах ҫирӗп пулнӑ. Ҫав тупрана лайӑх сыхласа упрӑр. Ҫемье телейӗ – пурнӑҫри йывӑрлӑхсенчен сыхлакан шанчӑклӑ хӳтӗлев», – тесе ӑс панӑ чӑвашсен аслӑ ҫутта кӑлараканӗ  И.Я. Яковлев.
Чӑваш Республикинче ҫемье институтне тӗреклетме пулӑшакан ӗҫ ҫирӗппӗн пурнӑҫланса пырать. "Юратупа шанчӑклӑхшӑн" орден туса хунӑ. Унпа пӗр-пӗрне юратса ҫирӗп те сывӑ, телейлӗ ҫемье йӗркеленӗ, ачисене – Раҫҫей Федерацийӗн тивӗҫлӗ гражданӗсене – пӑхса ҫитӗнтернӗ, 50 ҫул е ытларах пӗрле пурӑнакан регистрациленӗ мӑшӑрсене наградӑлаҫҫӗ.
Ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх пулӑшу парасси вӑйланать. Нумай ачаллӑ ҫемьесене хуҫалӑх тытма е пурӑнмалли ҫурт-йӗр лартма ҫӗр лаптӑкӗсене тӳлевсӗр уйӑрса параҫҫӗ. 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа виҫҫӗмӗш ача е ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралнӑ (усрава илнӗ) ҫемьесен 100 пин тенкӗ виҫепе  республика паракан амӑшӗн капиталне илме право пур. 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫемьере виҫҫӗмӗш ача е ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан, ачасене пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫепе кашни уйӑхра по-соби тӳлеҫҫӗ.
Ҫамрӑк ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса пама патшалӑх енчен пулӑшу палӑртакан республика программи пурнӑҫланать, ҫамрӑк вӗрентекенсене тата ялта ӗҫлесе пурӑнакан врачсене ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма пулӑшатпӑр.
Ҫак мӗн пур ӗҫ ача ҫураласлӑхӑн республикӑри кӑтартӑвӗсем ҫине ырӑ витӗм кӳрет. Пӗлтӗр юлашки 20 ҫул хушшинче пуҫласа халӑх хӑй халлӗн ӳснине шута илнӗ, ку ырӑ туртӑм кӑҫал та сыхланса юлать. Асӑннӑ пулӑм ашшӗ-амӑшӗ малашлӑхалла шанчӑклӑн пӑхнине тата вӗсен ачисене лайӑх пуласӑх кӗтнине ӗненмелле ҫирӗплетет.
Чӑваш Енре пурӑнакан мӗн пур ҫынна  ҫирӗп сывлӑх, ӑшпиллӗхпе юрату, хӑйӗн вӑйне шанма, хастар кӑмӑл, телей тата ырлӑх сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                М. Игнатьев



08 июля 2013
11:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter