Мĕн акнине пĕтĕмпех пухса кĕртме хушнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри хуласемпе район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ. Чăваш Республикин Мнистрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов паянхи куна  республикăра пĕтĕмĕшле акмалли çĕрсен лаптăкĕ - 549,3 пин гектар йышăнни çинчен пĕлтернĕ.(2012 çулхипе танлаштарсан - 4,9 пин гектар пысăкрах). Кăçалхи çул акнă çĕрсен лаптăкĕсене 15 районта ӳстернĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ытларах рапс, тырă, горчиса йышши культурăсене акни сисĕнет. Хальхи вăхăтра районсенче выльăх апатне хатĕрлессипе тимлеççĕ. Нумай çул ӳсекен курăксене 78 процент, пĕр çул ӳсекеннисене -3902 гектар çинче, пĕлтĕрхи шайран икĕ хут ытларах çулса кĕртнĕ. Çанталăк типĕ тăни ытларах Патăрьел районне сиен кӳнине асăннă. Çавăн пекех Каçал ен, Шăмăршă, Ельчĕк районĕсем те тăкак тӳснĕ. Михаил Игнатьев Ельчĕк районĕн пуçлăхне Николай Миллина вырмана тухнă ятпа саламланă. «Ельчĕк районĕ яланах вырмана малтан тухать  те малтан ăнăçлă пухса кĕртет тыр-пула. Район администрацийĕ ĕç йĕркине пĕлсе пурнăçлать», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.  Районсенче кĕрхи культурăсемпе ытларах ĕçлеме сĕннĕ. Пирĕн регионта кун пек ĕçлени витĕмлĕ. 2012-мĕш çулта типпе пула, выльăх апачĕсем сахал пулнине кура, вĕсен хакĕ ӳснине аса илнĕ. Уйсенчи çĕр лаптăкĕсенчен пĕтĕмпех çулса кĕртме тăрăшмалла. Хуçалăхăн вăй çитмесен, юнашар хуçалăхсенчен пулăшу ыйтма сĕннĕ Михаил Игнатьев. Шыва кĕнĕ чух асăрхануллă пулмаллин йĕркисемпе Чăваш Республикин ЧР Граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн Председателĕ  Вениамин Петров паллаштарнă. Паянхи куна республикăра официаллă майпа 15 шыва кĕмелли ятарлă вырăн хатĕрлесе хута янă. Çĕртме уйăхĕнче шыва кĕме юраман вырăнсенче 7 çын путса вилнĕ, утă уйăхĕнче 5 çын. Ыйту çивĕч тăрать, куçран вĕçертме кирлĕ маррине, кун йĕркинчи актуаллă ыйту пулнине палăртса хăварнă канашлăва хутшăнакансем. Тĕплĕнрех



08 июля 2013
17:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter