Çуртсене юсаса çěнетеççě

Чăваш Республикинче ял тăрăхěсене комплекслă компактлă çěнетсе улăштарассипе пиллěкмěш çул пилот проектне ěçе кěртеççě. Кăçал конкурслă суйлав Питěшкасси ял тăрăхěнче иртнě.

ЧР Президенчěн «Чăваш Республикинчи ял тăрăхěсене комплекслă компактлă çěнетсе улăштарассипе пилот проектне пурнăçласси çинчен» Указне реализацилес тěллевпе районта чылай ěçсем пурнăçлаççě.

Асăннă проектпа килěшÿллěн Питěшкасси ял тăрăхěнче вăтам шкулти спорт залта юсав ěçěсене 2398,8 пин тенкěлěх тата информаципе культура çуртěнче 958,3 пин тенкěлěх тăваççě.

Питěшкассинчи вăтам шкулта халě «Строительство технологийě» общество кирпěчрен юпасем хăпартать. Йывăç чÿрече блокěсене ПВХ блокěсемпе улăштараççě.



08 июля 2013
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter