Элĕк районĕ: амăшěн капиталě çемьене пулăшать

Районти социаллă хÿтлěх пайě кăçал амăшěн капиталне илмешкěн 37 сертификат документне йышăннă. Вěсенчен 25-шě  - виçě ача çуратнăшăн, 7-шě  - тăватă пепкене çут тěнче парнеленěшěн, тепěр виççěшě – пиллěкмěш шăпăрланшăн. Ултă ача çуратнă амăшěсем те пур, вěсем – иккěн. Кусем те сертификатсене тивěçнě. Çемье капиталěпе усă курмалли свидетельство усрава илнě ачасене те пулăшать. Чăваш Ен паракан çак укçа-тенкěпе çурт-йěр лартма, хваттер туянма, ачасене вěрентме майсем пур. Сертификат укçи – 100 пин тенкě. Çак капиталпа кăçалхи çур çулта 81 çемье усă курнă.



08 июля 2013
17:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter