Кун йĕркинче актуаллă ыйтусем пăхса тухнă

Паян, утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ.  Пухăннисемпе чи çивĕч ыйтусене пăхса тухнă. Чи малтанах канашлăва пуçличчен Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламланă. 2013 çулăн ачасен канăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕн ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Надежда Осипова паллаштарнă.  Ачасен канăвĕсен 24 учрежденийĕнче 5047 вĕт-шакăр каннă (2012 çулта – 4727 ача). Шкулсем çумĕнчи 355 лагерьте 22265 шкул ачи каннă, республика тулашĕнче 80 ача канма ĕлкĕрнĕ.  Кану лагерĕсене йĕркеленĕ пĕрремĕш тапхăрта кадрсен йышне пухнă чухне хăш-пĕр кăлтăксем сиксе тухнă. «Ылтăн пучах» лагерьте,  «Агроздравница» ОООра вожатăйсем йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов палăртнă тăрăх, коллектива пухнă чух, ĕçпе тивĕçтерекенсем хăйсене шанса панă ĕçе тӳрремĕн пурнăçламаннине каланă. Михаил Игнатьев вожатăйсен ĕç укçи шайĕ 8-10 пин пулнине асăннă. Педагогика ĕçченĕсен шалу укçине ӳстерме çĕнĕрен пăхса тухма палăртнă. Пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарас ыйтусем çинчен Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илĕвĕн министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыранĕ Владимир Аврелькин паллаштарнă. 2013 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа коммуналлă пулăшусемшĕн тарифсен кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçи Альбина Егорова каласа кăтартнă.  Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ăшă энергийĕпе усă курнăшăн çирĕплетнĕ тарифсем 2013 çул пуçламăшĕнчи тарифесемпе109,8 процентпа танлашнă, сивĕ шывпа тата шывпа усă курнăшăн – 105,2 процент танлашать. Электроэнергипе усă курнăшăн хулари халăхăн 1 кВт сехетшĕн 2,51 тенкĕ тӳлемелле, ялтисен – 1,76 тенкĕ. Çут çанталăкгазĕпе усă круншăнă 100 кубла метршăн 4502,64 тенкĕ тӳлеме тивет. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников Хусанта утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Универсиадăра 8 чăваш спортсменĕ, унсăр пуçне 51 судья хутшăнма кăмăл тунине каланă. Михаил Игнатьев пурне те саламланă май Алина Прокопьева 10000 м чупса тухса пĕрремĕш кĕмĕл медале тивĕçнишĕн тав тунă.



08 июля 2013
16:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter