Шупашкарти электроаппарат заводĕнче Ресурс центрне хута янă

Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти электроаппарат завочĕ валли кадрсем хатĕрлекен Ресурс центрне хута янă çĕре хутшăннă. Паллă пулăма Чăваш Республикин экономика министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Владимир Аврелькин, Тĕп Азипе Раççейĕн «Сименс АГ» вице-президенчĕ, «Сименс» компанийĕн Президенчĕ  Дитрих Мёллер,  Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ытти официаллă хăнасем пухăннă. Михаил Игнатьев завод ĕçченĕсем умĕнче Чăваш Ен çĕр айĕнчи пурлăхсемпе пуян мар пулин те ĕçчен алăллă çынсемпе пуян пулнине палăртнă.    Паян уçакан центрта яшсемпе хĕрсем вĕренсе тухса пысăк калăпăшлă производствăсене вырнаçса тивĕçлĕ укçа-тенкĕ илекен пулчĕр тесе тăрăшнине каланă. «ЧЭАЗ» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Александр Федотов коллективра 30 процента яхăн çамрăксем ĕçленине палăртнă. Вĕсене квалификациллĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерес тесе тĕллев лартнине асăннă. Пухăннă хăнасем Ресурс центрĕнчи вĕрентӳ пайне пăхса çаврăннă, унти вĕренӳ хатĕрĕсемпе паллашнă. Михаил Игнатьев Дитрих Мёллера «Раççей сечĕсем» ОАОпа Чăваш Ен хушшинче çыхăну тытса ĕçлеме килĕшĕве çирĕплетни çинчен пĕлтернĕ. Паянхи кун çĕр-шывра вăтам пĕлӳллĕ специалистсем çитменни куç кĕретех пулнине асăннă. «Сименс» компанийĕн Президенчĕ пысăк класлă менеджерсене хатĕрлесе кăларма çеç мар, ахаль ĕçлекенсене те пулăшнине каланă. ЧЭАЗ çумĕнчи Ресурс центрĕ нимĕç компанийĕсемпе чăвашсем хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлеме май паракан объект пулнине аса илсе хăварнă. Шупашкарти электроаппарат завочĕ – республикăри чи аслă социаллă пĕлтерĕшлĕ предприяти шутланать. Кунта пĕтĕмпех пĕчĕк вольтлă электричество хатĕрĕсемпе усă курса 400 пине яхăн хатĕрсем калăпласа кăлараççĕ. Тĕплĕнрех



09 июля 2013
16:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter