Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне Шупашкарта пурăнакан 10 мăшăр наградӑсене тивĕçнĕ

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче Çемье кунне халалласа ирттернĕ мероприятие хăйĕн мăшăрĕпе хутшăннă. Хаваслă пулăма Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне çавăн пекех, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Александр Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çемье – патшалăхăн тĕрекĕ пулнине палăртнă. Вăл мĕнлерех çирĕп пулнинчен малашлăх еплерех пуласси палăрать. «Ҫемье – обществӑн тӗп пайӗ, унта ҫынсен хушшинчи кӑмӑл-сипет, ӑс-ха­кӑл, эстетика, хуҫалӑх хутшӑнӑвӗсен пӗтӗм енӗ туллин палӑрать. Чӑваш Республикинче ҫемье институтне тӗреклетме пулӑшакан ӗҫ ҫирӗппӗн пурнӑҫланса пырать.  Палăртнă утăмсем демографи лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшаççĕ», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Шуашкарта пурăнакан тĕслĕх çемьесене патшалăх наградисене парса чыс тунă. Пӗр-пӗрне юратса ҫирӗп те сывӑ, телейлӗ ҫемье йӗркеленӗ, ачисене – Раҫҫей Феде­рацийӗн тивӗҫлӗ граж­данӗсене – пӑхса ҫи­тӗнтернӗ, 64 ҫул пӗрле пурӑ­накан  Некрасовсен ҫемьи «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена тивӗҫнӗ. «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медале Шупашкарта пурăнакан 9 çемьене парса хисеп тунă.  Михаил Игнатьев мӗн пур ҫынна  ҫирӗп сывлӑх, ӑшпиллӗхпе юрату суннă.  Хисепе тивĕçнисем Чăваш Республикин Пуçлăхне чĕререн ăшă сăмахсем каласа тав тунă. «Çак паллă кун Хисеп паллисене  парса чыс туни, Правительство лайăх ĕçлесе пынине, халăхшăн пурăннине çирĕплетет», - тесе каланă Зоя Ивановна Кишина хăйĕн савăнăçне пытармасăр. Тĕплĕнрех



09 июля 2013
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter