Элĕк районĕ: ача кÿмин парачě тыткăнларě

Утă уйăхěн 8-мěшěнче Çемье, Юратупа Шанчăклăх куне уявлассипе йăлана кěчě. Çавна май Элěк Енри культура учрежденийěсенче тěрлě мероприятисем иртрěç. Районти Хěрарăмсен канашěпе пěрле Элěкри культурăпа кану центрěн ěçченěсем «Ача кÿмин парадне» йěркелерěç. Кунта Элěкри 11 çемье тата Карачура тăрăхěнчи Осиповсем хутшăнчěç. Уява килнě амăшěсем ача кÿмисене алă айěнчи япаласемпех тěрлěрен илемлетнě. Хăйне евěрлě куравра «Асамлă  купăста», «Васкавлă пулăшу машини», паруслă кимěпе пěчěк принцесса кÿми те пулчě. Кашниех тыткăнларěç куракансене.

Пухăннисене район администрацийěн пуçлăхěн социаллă ыйтусемпе ěçлекен çумě Э.В. Николаев саламларě. Çемье вучахне çирěп упрама, ачасене тěрěс-тěкел ÿстерме ырă сунчě. Çавăн пекех районти Хěрарăмсен канашěн председателě Л.С. Семенова та салам сăмахěсем каларě.



09 июля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter