Йĕпреç районĕ: Смычка клубĕнчи ташă-юрă кружокĕсем

Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче клуба çĕнĕ ĕçченсем килчĕç. А. П. Тимофеев опытне тата А.  А. Михетова пĕлĕвне пула культура вучахне çĕнĕрен чĕртсе яма май килчĕ. Ĕçченсем тĕрлĕ мероприяти ирттерсе ял халăхне тата кÿршĕ ялсене концертпа çÿре пуçларĕç. 6-14 çулхи хĕр ачасем хаваспах «Малинки» ташă кружокне, хĕрарăмсем вара «Тантăш» кружока кăмăлтанах çÿреççĕ. Çу уйăхĕнче Патăрьел районĕнчи Ульяновка ялне, Раççей кунĕнче Липовкăна тата Çимĕк уявĕнче Ирçе Çармăс ялне ташă-юрăпа тухрĕç. Ялти клуб администраторĕсем малашне те çакăн пекех халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлесшĕн.

    Ирçе Çармăс тăрăхĕнчи информаципе культура центрĕн директорĕ С. Акшарова пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлекен, халăха ертсе пыма пултаракан ĕçчен çынсем пурришĕн савăнать.

                    Мария МАКСИМОВА

                    ЧПУ студентки



09 июля 2013
10:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter