Пирĕн хаксем пĕчĕкрех

«Рейтинг» РИА эксперчĕсем ЖКХри пулăшу ĕçĕсем валли каякан тÿлевĕн пĕтĕмĕшле тăкаксенчи тÿпине тĕпчесе Раççей регионĕсенчи пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри пулăшу ĕçĕсен хакĕпе çыхăннă лару-тăрăва тишкернĕ.

Рейтинг кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн - 2012 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх - Чăваш Ен Раççейĕн асăннă тăкаксем чи пĕчĕк çирĕм регионĕн шутне кĕнĕ.

Федерацин Атăлçи округĕнче вара - тăкаксем пĕчĕк виçĕ регион шутĕнче. Чăваш Республикинче вăл 7,92 процентпа танлашнă. Çĕршывра ЖКХри пулăшу ĕçĕсемшĕн каякан чи пĕчĕк тăкак Чечен Республикинче (1 процент), Атăлçи округĕнче - Пушкăртстан Республикинче. ЖКХ расхучĕсен çĕршыври чи пысăк виçи Амур облаçĕнче (13,6 процент), Атăлçи округĕнче - Саратов облаçĕнче (10,92 процент).



09 июля 2013
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter