Шăрăх инкек ан кăтарттăр

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче муниципалитет районĕсен, хула округĕсен администраци пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттерчĕ. Кун йĕркинчи ыйтусем шăрăхран килекен йывăрлăхпа тата хăрушлăхпа çыхăннă. Хресчене 2010 çулхи пек инкек кĕтмĕ-и? Ял çыннисемпе пĕрле ЧР Ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсене те, республика Пуçлăхне те шухăшлаттарать çакă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республикăри ял хуçалăх ĕçĕпе, шăрăха пула тухса тăнă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Малтан палăртнă тăрăх - тырă сахалрах пухса илессе кĕтмелле. 15 район тăрăшулăхне пула кăçал ял хуçалăх культурисене пĕлтĕрхинчен нумайрах акнă тата лартнă пулин те Элĕк, Вăрнар, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле тата Шăмăршă тăрăхĕсем лаптăксене пĕчĕклетнĕ. Çĕмĕрлесем ку енĕпе плана 71% çеç тултарнă.

Кĕрхи ырашăн тата тулăн теветкеллĕхĕ пур пулсан та /хĕлле - сивĕпе шăнса, çуркунне пухăнса тăракан юр шывĕпе çĕрсе пĕтет/ Михаил Васильевич вĕсем çулленех шанчăклă тухăç панине аса илтерчĕ. Шел те, 2012 çулта кĕрхисене палăртнă лаптăкăн иккĕ виççĕмĕш пайне çеç акнă. Тыр-пул калăпăшне çакă каялла туртать паллах. Çурхисен тухăçĕ вара питĕ иккĕленÿллĕ. Уйрăмах Патăрьел, Канаш, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче. Республикăн çурçĕр енчи тăрăхĕсенче çумăр ку таранччен 2-3 хут çунă, асăннă районсенче вăл пулманпа пĕрех. Акса тата лартса хăварнă культурăсем çурхи нÿрĕкпе çеç вăй илсе юлнă, çĕр типсе хытнă.

Çак кунсенче ял хуçалăх организацийĕсенче, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче, уйрăм çынсем те выльăх апачĕ тулăх хатĕрлессишĕн тăрăшаççĕ. Çуркунне азот удобренийĕпе вăхăтра тата çителĕклĕ апатлантарнисен вăл лайăх çитĕннĕ. Пĕрремĕш хут çулнипех плана тултарма май пур, анчах пурте пурнăçлайманнисем те пулĕç. Курăк шĕвĕ те лутра çитĕннисен тухăçĕ пĕчĕкрех. Каюпа утăллă пулатăп тееймĕн кăçал. 2011-2012 çулсенче çанталăк лайăх тăнăран çырма-çатра, çул хĕрри таврашне çава пачах та тĕкĕнменнине пĕлетĕп. «Кăçал йăлтах çулмалла. Камăн сахал - халех утă туянма тытăнмалла», - асăрхаттарчĕ Михаил Васильевич.

2013 çулта мĕн пур тытăмри хуçалăхра та çĕр улми пĕлтĕрхинчен сахалрах лартнă. Плана 4 район çеç тултарнă. «Иккĕмĕш çăкăр» пуссинче паянхи тĕп тĕллев - шăварассине йĕркелесси. Республикăра 10 районта 1000 ытларах гектар çинче çĕр улмипе пахча çимĕçе шăвараççĕ. Ыттисем тытăнман.

ЧР Правительстви 2010 çулта мелиораципе ятарлă программа йышăннăччĕ. 2011-2012 çулсенче çанталăк аван тăнăран хуçалăхсенче кун пирки манчĕç пулас - чылайăшĕ шăвармалли агрегат туянма шухăшламарĕ. Халĕ тин мĕнех тăвайăн - кÿршĕсем епле ĕçленине пăхса ăмсанмалли çеç юлать-ши? Тен, пулăшу ыйтмалла?

Шăрăх инкек ан кăтарттăр тесен кăштах çаврăнăçуллăрах пулмалла: çулла çуна хатĕрле тенешкел, выльăх апачĕн ыйтăвне паянах татса памалла, 2010 çулти «уроксене» асрах тытмалла.

Муркаш, Етĕрне, Патăрьел, Елчĕк, Канаш районĕсен администраци пуçлăхĕсем Ростислав Тимофеев, Владимир Кузьмин, Николай Глухов, Николай Миллин, Владислав Софронов видеоконференцире ял хуçалăх ĕçĕсем вырăнта мĕнле пыни çинчен каласа кăтартрĕç. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç самантлăха та чарăнмасть, комбайнсене хире кăларма хатĕрлеççĕ. Муркашсемпе Етĕрнесем икĕ эрнерен вырма пуçласса пĕлтерчĕç. Кăнтăр енчисем унччен хире тухаççех.

Иккĕмĕш ыйтупа ЧР Граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров доклад турĕ. Шăрăха пула çынсем юхан шыв, кÿлĕ е пĕве таврашĕнчен татăлмаççĕ. Шел те, путса вилекенсем те пур. 70-75% - ÿсĕрле. Пляжсенче ку енĕпе пăхса тăракансем пур-ха, анчах нумайăшĕ юраман вырăнта шыва кĕрет. Мĕншĕн тесен пляж республикипе те 15 çеç. Шупашкарпа Муркаш енче - 4-шар, темиçе районта - пĕрер. Пĕлтĕр шывра 15 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, кăçал - 16. Чĕрене ыраттараканни - ачасем путни. 2012 çулта пĕр ача вилнĕ, кăçал - 5. Сăлтавĕ - кÿлĕ е пĕве хĕррине хăйсем тĕллĕн кайни.

- Аслисен ачасемпе пĕрле пулмаллах, - терĕ Вениамин Иванович. - Халăх хушшинче профилактика ĕçне вăйлатмалла.

Çак тĕллевпе В.Петров утă уйăхĕн 10-20-мĕшĕсенче республикăра ятарлă вунă кунлăх ирттерме сĕнчĕ.

 Валентин ГРИГОРЬЕВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
09 июля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter