Ачасен канăвĕнче чăрмавсем пулмалла мар

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Ăна уçнă май Михаил Васильевич пухăннисене Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе саламланă, çирĕп çемьесем общество никĕсĕ пулнине палăртнă.

Сывлăха çирĕплетмелли çуллахи кампанин 1-мĕш сменин пĕтĕмлетĕвĕсемпе сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Осипова паллаштарнă. Хула тулашĕнчи 24 сывлăх лагерĕнче, çулталăкĕпех ĕçлекен санатори-сывлăх лагерĕсенче тата санаторисенче çуллахи 1-мĕш сменăра 5047 ача (пĕлтĕр - 4727 ача) каннă. Шкулсен çумĕнчи 355 лагерь 22265 ачана йышăннă, 80 ĕçпе кану лагерĕнче 4151 ача пулнă, 85 палатка лагерĕнче 7543 ача сывлăхне çирĕплетнĕ. Республика тулашĕнче 80 ача каннă. Сывлăх сыхлавĕн министерствин çемьепе ачасен социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен учрежденийĕсен никĕсĕ çинче пурнăçри йывăр лару-тăрури 1183 ача валли 23 сывлăх лагерĕ йĕркеленĕ.

Ачасен канăвне йĕркеленĕ май лагерьсенче ĕçлеме кадрсем суйласа илес тĕлĕшпе чăрмавсем пулнă. Саккуна пăснă тĕслĕхсене те тупса палăртнă. Çав шутра - «Агроздравница» ОООн «Ылтăн пучах» лагерĕнче. Унта вожатăйсем ачасем тĕлĕшпе йĕркене пăснă. Уголовлă ĕç пуçарнă, следстви пырать.

Вĕренӳ министрĕн Владимир Ивановăн шухăшĕпе, çакă - ĕç паракансем ачасен лагерĕсенчи педагогсен коллективĕсенче ĕçлемелли çынсене суйласа илес енĕпе сӳрĕк ĕçленин кăтартăвĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - вожатăйсен сменăра 8-10 пин тенкĕпе кăна танлашакан шалăвĕ вĕсене паха пулăшу ĕçĕсем кÿме хавхалантармасть, çавна май педагогсен ĕç укçине ӳстермелли мерăсем палăртмалла.

Республика 2013 çулта пĕчĕк предпринимательлĕх сферинчи проектсене пулăшмашкăн Раççей субъекчĕсене суйласа илмелли конкурса хутшăннин кăтартăвĕсем çинчен экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин каласа панă. Кăçал федераци бюджетĕнчен пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх енчен пулăшма 290 млн тенкĕ субсиди парĕç, çав укçапа республикăри предпринимательлĕхĕн 1300 субъекчĕ усă курма пултарĕ.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
09 июля 2013
09:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter