Студентсен спорчĕ - тĕнче умĕнче

Хусанти пĕтĕм тĕнчери çуллахи XXVII Универсиада программинче - спортăн 27 енĕ. Эрне кунах бадминтон, бокс, синхронлă ишесси тата вышкăпа трамплин çинчен шыва сикесси, шыври поло, футбол турнирĕсем пуçланчĕç. Тепĕр кунхине ыттисем старта тухрĕç. «Казань-Арена» стадионта Универсиада уçăлнă ятпа чаплă уяв иртрĕ.

Уяв программин режиссерĕсем 45 пин çын вырнаçмалăх стадиона курма пынисене, телевизор умĕнче ларакан миллион-миллион çынна тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç. Чылайăшĕ çаплах хаклать: «Олимп вăййисен шайĕнче!» Театр мелĕпе йĕркеленĕ Раççей халăхĕсен парачĕ, историпе çыхăннă видеороликсем тата ытти те кашнинех хумхантарчĕ. Хальхилле каласан - шоу программине 4000 çын хутшăнчĕ!

Дикторсем Универсиадăна уçма Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа студентсен спорчĕн Пĕтĕм тĕнчери союзĕн президенчĕ Клод-Луи Гальен хутшăннине пĕлтерчĕç. Вĕсем тĕнчери чи пултаруллă студент-спортсменсене ăшшăн саламларĕç, Универсиада юхăмне пысăк хак пачĕç.

Спорт парадне Албани делегацийĕ уçрĕ. Вĕсем йышлах мар иккен. Китайран вара 300 ытла спортсмен килнĕ. Иртнĕ Универсиадăра, 2011 çулта, китайсем 75 ылтăн, 39 кĕмĕл, 31 бронза медаль çĕнсе илсе рекорд тунăччĕ. Çавнашкал кăтартупа Раççей спортсменĕсем те савăнтарасса кĕтетпĕр. Вĕсен йышĕ чи пысăкки - 722 атлет. Малтанхи ăмăртусенче Универсиада хуçисем 22 медале тивĕçрĕç. Пуçламăшĕ Корейăпа Китай командисемшĕн те япăх пулмарĕ.

Универсиадăна пирĕн республикăри спортсменсем те хутшăнаççĕ. Алина Прокопьевăпа Наталья Пучкова чи малтан кĕрешĕве тухрĕç - вырсарни кун 10000 метрлă дистанцире чупрĕç. Иккĕшĕ те спортăн тĕнче класлă мастерĕсем, кăçалхи Раççей чемпионачĕн призерĕсем. Пирвайхи километрсенче асăрхануллă пулчĕç Алинăпа Наталья. Каярахпа Прокопьева малта пыракана - Японири Аюко Сузукине - хăваласа çитрĕ. Кĕç-вĕç унтан иртсе каяссăн туйăнатчĕ. Çапах та лешĕ сыхă пулчĕ, хăвăртлăха чакармасăр пычĕ - мĕн финиша çитичченех. Японка - чемпионка, Прокопьева - «кĕмĕл» призер. Пĕтĕм вăй-хала парса тăрăшрĕ Алина, финиша çитсен ура çинче тăма та вăйĕ юлмарĕ унăн... Аса илтеретпĕр: унчченхи Универсиадăсенче 10000 метра чупассипе пирĕн спортсменкăсем /Надежда Ильинапа Галина Александрова япăх мар ăмăртнă пулин те медале тивĕçейменччĕ.

Кам-ха вăл - 27 çулти пирĕн пултаруллă стайер? Алина Прокопьева /Алексеева/ - Мари Республикинчен. Станислав Егоров тренер сĕннипе хĕр Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме килнĕ. Ăсталăхне туптанă май Раççейри ăмăртусенче палăрма тытăннă, 2007 çулта Европа чемпионатĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Халĕ унăн вĕрентекенĕ - СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Кузнецов.

Тепĕр виçĕ кунран Алина Прокопьева тата 10000 метрта пиллĕкмĕш пулнă Наталья Пучкова çурма марафон стартне тухĕç. Унтан маларах, ыран, Универсиада экзаменне хăвăрт утакансен тытма тивет. Вера Соколовăна, Марина Пандаковăна, Ирина Юмановăна çăмăл пулмĕ. Йывăр кĕрешÿре парăнманни сулăмлăрах та хаклăрах. (Юрий Плотников)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
09 июля 2013
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter