Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлев тата халăха ĕçпе тивĕçтереc енĕпе ĕçлекен федераллă службин Ертӳçин çумĕпе тĕл пулнă

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлев ыйтăвĕсен, ĕçе вырнаçтарас ыйтусен федераллă службин Ертӳçин çумĕпе Иван Шкловецпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче патшалăх социаллă политикине пурнăçласси пирки çинчен калакан Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 597№-лĕ Указĕ пурнăçа епле кĕрсе пыни  çинчен калаçнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республикăра ĕçсĕррисен шутне чакарассипе курăмлăн ĕçлесе пынине палăртнă. Сăмахран, сусăрланнă çынсене ĕçпе тивĕçтерес тата ĕç укçин шайне палăртнă виçепе ӳстерсе пырасси ыйтусем вăхăтра тата  кирлĕ пек пурнăçланнине асăннă. Республикăра пурнăçланакан программăна валли тĕрлĕ шайри бюджетсенчен пурĕ 544 млн. тенкĕ уйăрса хăварнине каланă. Михаил Игнатьев республикăри ĕç рынокĕнчи лару-тăрăвĕн ыйтăвĕсене хускатнă май, паянхи куна 20 пине яхăн  ĕçлекен вăйсем çитменнине каланă. Çав вăхăтрах ĕçсĕррисен черетĕнче пиллĕк пин çын çеç тăнине те палăртнă. Иван Шкловец Чăваш Республикине ĕç планĕпе килĕшӳллĕн килсе çитнине асăннă. Ĕçлĕ çул-çӳревре сумлă хăна республикăри тĕрлĕ шайра ĕçлекен министерствăсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тĕл пулма палăртнине каланă. Паянхи кун Раççей Федерацийĕн Президенчĕ кăларнă Указпа килĕшӳллĕн хамăр ума лартнă тĕллевсем кирлĕ пек тата вăхăтра пурнăçланса пыччĕр тесен, ыйтусемпе çыхăннă информацисене ертӳçĕсем патне илсе çитерме тĕллев лартнине те каласа хăварнă. «Эпир, хамăрăн ума лартнă çĕнĕ тĕллевсене пурнăçлас тесессĕн - пĕр-пĕрин пуян опычĕпе, шухăшĕсене сӳтсе явма тăрăшмаллине палăртнă Иван Шкловец. Паянхи тĕл-пулура Республика Правительстви бюджет тытăмĕнче тимлекен уйрăм категорири çынсен ĕç укçин шайне ӳстерессипе пысăк утăмсем тунине палăртнă. Калаçу самантĕнче шалу укçисен парăмĕсем çинчен те сăмах пуçарнă. Калăпăр 2010 çулта  ĕç укçипе вăхăтра татăлманни, вĕсен парăмĕ - 130 млн.тенкĕпе танлашнине каланă. Виçĕ çул хушшинче ĕç укçин  парăмĕсене парса татасси хисепĕ 30 хут чакнă. паянхи кун тĕлне Чăвашстат палăртнă тăрăх, парăмăн виçи – 4,8 млн. тенкĕ çеç. Ку кăтарту Атăлçи федераллă округпа илес пулсан, Чăваш Ен икĕмĕш вырăнта тăрать.  Ял-хуçалăх тытăмĕнче, сунар, вăрмансем хатĕрлес тата районсемпе калас пулсан Муркаш районĕнче палăртнă ыйту уйрăмах кăткăс тăнине асăнса хзăварнă (3,6 млн. – 73,4 процент) . 2013 çулăн çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри 18 районта ĕç укçипе халăха вăхăтра тивĕçтересе пыраççĕ.  Унсăр пуçне Çĕмĕрле, Канаш, Улатăр тата Шупашкар хулисенче те палăртнă ыйтупа тимлĕ лайăх ĕçлесе пынине палăртнă.

 



01 августа 2013
14:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter