Каçал ен районĕ: килти хуçалăха аталантарма
Раççейĕн аграри политикин тĕп çулĕсенчен пĕри – ял пурнăçне лайăхлатсах пырасси. Килти хушма хуçалăхсене аталантарма, пасар тапхăрĕн условийĕсенче халăха социаллă хÿтлĕх пама, хулапа ял уйрăмлăхĕсене пĕтерме Раççейри ял хуçалăхĕн тата Перекет банкĕсем çăмăллăхлă кредит парса пулăшаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа утă уйăхĕн пĕрремĕшĕччен «АПКна аталантарасси» наци проекчĕпе тата Патшалăхăн ял хуçалăхне аталантармалли программипе килĕшÿллĕн пирĕн ял тăрăхĕн территоринчи кил хуçалăхсене 61 çăмăллăхлă кредит панă. Ял çыннисем ял хуçалăх техники, выльăх-чĕрлĕх туянаççĕ, килти витесене юсаççĕ илнĕ укçа-тенкĕпе.