Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Строитель кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Ен строительство отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗпе – Строитель кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Чӑваш Ен строителӗсен пултаруллӑ ӗҫне пула пирӗн республика ҫулсерен ҫӗнелсе улшӑнать, капӑрланать: пурӑнмалли ҫӗнӗ микрорайонсем тата урамсем ӳсе-ӳсе лараҫҫӗ, ача сачӗсемпе пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсем, спорт сооруженийӗсем, сывлӑх сыхлавӗпе культура объекчӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, ҫулсем тӑвасси тата юсасси, картишсене тата вӗсен патне пымалли ҫулсене тирпей-илем кӗртесси йӗркеллӗн пулса пырать.

Республикӑра строительство отрасльне аталантарасси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхаҫҫӗ. Ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма кирлӗ граждансене пулӑшас енӗпе патшалӑх программисем пурнӑҫланаҫҫӗ, эконом-класс йышши ҫурт-йӗр лартмалли ҫӗр лаптӑкӗсем йӗркеленеҫҫӗ, Патшалӑхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр фончӗн калӑпӑшӗ пысӑкланать, пурӑнмалли ҫуртсене тӗпрен юсас тата граждансене ишӗлекен ҫуртсенчен куҫарас енӗпе палӑртнӑ тӗллевсем тухӑҫлӑн пурнӑҫланса пыраҫҫӗ. 

Республика Правительстви йышӑннӑ мерӑсене пула Чӑваш Ен пӗр ҫын пуҫне хута яракан пурӑнмалли ҫурт-йӗр енӗпе федерацин Атӑлҫи округӗнче тата Раҫҫейре малти вырӑнта тӑрать. Инновациллӗ тата энерги перекетлекен технологисене ӗҫе кӗртни, строительство продукцийӗн калӑпӑшне тата пахалӑхне ӳстерни строительство комплексӗн вӑй-хӑватне  пысӑклатма пулӑшать. Республикӑна пиччӗн керамика кирпӗчӗпе тивӗҫтерес ыйтӑва туллин татса пама май паракан «КЕТРА» строительство материалӗсен ҫӗнӗ заводне хута яни кӑҫалхи паллӑ пулӑм пулса тӑчӗ.  

Чӑваш строителӗсен мухтавлӑ йӑли-йӗркине тивӗҫлипе сыхласа упраса ҫамрӑк ӑрӑва парса хӑварнӑ отрасль ветеранӗсене чунтан тав тӑватӑп. Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене ҫирӗп сывлӑх, ырӑ тӗллевӗрсемпе ӗҫӗрсене пурнӑҫлама, телей тата ырлӑх сунатӑп.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ                                                                               М.Игнатьев



10 августа 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter