Çулсем такăрланаççě

Элěк районěнче пурте усă куракан вырăнти пěлтерěшлě автоçулсене юсасси çине пысăк тимлěх уйăраççě. Ку çулсем район тăрăх тата ялсем çывăхěнчен тăсăлаççě.

Хальхи вăхăтра «Мăн Шěвěш – Мартынкасси – Шор-Пайраш» автоçула юсаса-тикěслесси вěçленсе пырать. Унăн тăршшě – 1 километр та 300 метр. Пěтěм ěçсене «Алиководорстрой» организации пурнăçлать.

Кăçал çулсем çинче 5441,1 пин тенкěлěх юсав ěçěсене туса ирттерме пăхнă, 2,042 километр тăршшě çул-йěре юсамалла пулать. Элěк, Ехремкасси, Йăлкăш, Тавăт, Тени, Ураскилт, Юнтапа ял тăрăхěсенче ку ěçсем вěçленнě те ěнтě. Паянхи кун Чăваш Сурăм ял тăрăхěнчи çулсене тикěслеççě. Çавăн пекех район центрěнчи нумай хваттерлě çуртсем патне тăсăлакан çулсемпе тротуарсене те юсаççě. Çакна валли 1910,920 пин тенкě уйăрма пăхнă. Советски урамěнчи 36/1, 38/2 çуртсем патне хывнă çулсемпе тротуарсене юсаса пěтернě, мěнпур лаптăк – 423 тăваткал метр. Ку ěçсене «Алмар» организаци пурнăçланă.

«Алиководорстрой» общество Элěк салинчи Парк урамěнчи 3, 5А, 7А çуртсем çывăхěнчи çулсене юсама тытăннă, лаптăкě – 1117 тăваткал метр. 

 



12 августа 2013
15:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter